Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш енĕн ÿсĕмĕсем курăмлă

14 марта 2015 г.

Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинетĕнче иртнĕ анлă ларăва ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисемсĕр пуçне бизнес-сообщество, банк сферисен представителĕсем, ăслăлăх деятелĕсем, обществăлла организацисен ертÿçисем те хутшăннă.

Экономика тата социаллă аталану

Ун итогĕсемпе тата кăçалхи плансемпе паллаштарнă май, финанс министрĕ Светлана Енилина çĕршыв экономикин çăмăл мар лару-тăрăвне пăхмасăр республикăн курăмлă ĕçĕсем çинче ытларах чарăнса тăнă.

Бюджет. Юлашки тăватă çулта республикăн пĕрлештернĕ бюджетĕнче тупăш пайĕн ÿсĕмĕ 126,6 процентпа танлашнă. Ку Раççейри (123,2%) тата Атăл тăрăхĕнчи федераллă округри (125%) вăтам кăтартуран та пысăкрах. Пĕлтĕр ун калăпăшĕ 44 млрд та 382,2 млн тенкĕ пулнă.

Тăкаксен пайĕ 2013 çулхинчен 7,4 процент ÿснĕ, Раççейре – 6,2, ПФО-ра 5,6 процент. Ăна 47 млрд та 741,3 млн тенкĕпе тултарнă. Тĕп ÿсĕм укçа-тенкĕ хывăмне тунипе пурнăçланнă: 6 млрд та 699,4 млн тенкĕ, ÿсĕм 21,6%. Ку кăтартупа Чăваш Республики Раççейре вунпĕрмĕш, ПФО-ра виççĕмĕш вырăнта.

Раççейĕн 29 субъектĕнче кăна, вăл шутра пирĕн республикăра та, бюджет инвестицийĕсене ÿстерме май килнĕ.

Экономика. Республика Правительстви ăна аталантарассине пысăк тимлĕхе илнĕ. 2014 çулта ку тĕлĕшпе 9 млрд та 322,9 млн тенкĕ тăкакланă, 2013 çулхинчен 24,5 % ытларах. Çак енĕпе Чăваш ен Раççейре пиллĕкмĕш, ПФО-ра иккĕмĕш вырăнта.

Социаллă политика. Ун тăкакĕсем 7 млрд та 981 млн тенкĕпе танлашнă. Аслă ÿсĕмри çынсем тĕлĕшпе социаллă хÿтлĕхе тивĕçтерес тĕллевпе «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илмелли стаж планкине пĕчĕклетни Чăваш енри 10 пине яхăн çынна кăçалхи июньтен хушма тÿлев илме май парать.

Тăкаксен пысăк пайĕ вĕрентÿ аталанăвĕпе çыхăннă. Ÿсĕм 3,2 %. Чăваш ен кĕçĕннисене шкул çулĕчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсенче вырăнпа тивĕçтерессипе Раççейре малта.

Раççей Президенчĕн «май уйăхĕнчи» указĕсене пурнăçлас мероприятисене укçа-тенкĕ чылай уйăрнă, пĕлтĕр – 6 млрд та 756,1 млн тенкĕ. Маларахри çулхинчен 86,7 процент ытларах.

Патшалăх умĕнчи парăм кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 12,2 млрд тенкĕпе танлашнă (харпăр хăй тупăшĕн 58,2 проценчĕ). Атăл тăрăхĕнчи округра ку кăтарту вăтамран 59,3 :-па танлашать. Парăма татассипе Чăваш ен пĕлтĕр тăваттăмĕш вырăна çĕкленнĕ.

Социаллă пурнăçпа экономикăн хальхи тăрăмне кура кăçал республика бюджечĕн шайлашăвне сыхласа хăварма тата социаллă обязательствăсене туллин пурнăçлама задача лартнă.

Мал технологисене пула

Экономика министрĕ Владимир Аврелькин республикăри промышленность комплексĕ сулмаклă аталаннине палăртнă. Производство индексĕпе вăл ПФО регионĕсем хушшинче тăваттăмĕш вырăн йышăннă.

Ÿсĕм тĕрлĕ факторсемпе çыхăннă: чи малтанах – мал технологисемпе тата хальхи вăхăтри оборудованипе усă курнипе, пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртнипе, кĕçĕн тата вăтам предпринимательствăна аталантарнипе.

Республикăра ĕçсĕрлĕх шучĕ чакнă.

Тупăшлăрах ĕçленĕ

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр çĕр ĕçченĕсем маларахри çулхинчен икĕ хута яхăн тупăш ытларах илнĕ. Кăçалхи кăтартусем те начар мар. Январьте акă аш-какая танлаштаруллă тапхăртинчен 3,1, сĕте 0,1 процент ытларах туса илнĕ. Çураки вăхăтĕнче пулас тухăçа палăртнинчен 6 пин гектар ытларах акĕç.

Ларура ял хуçалăхне аталантарас тата ял хуçалăх продукцин рынокне йĕркелес патшалăх программине, Министрсен Кабинечĕн хресченсене пĕр килограмм сĕт сутнăшăн субсидисем уйăрас йышăнăва улшăнусем кĕртнĕ.

– Ял хуçалăх аталанăвне пуçаруллă çынсене ытларах явăçтармалла, – тенĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патшалăх программинче çĕнĕ çумпрограммăсем те ĕçлеме пуçланине палăртса.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика