Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуллахи кану – кăмăл туртăмне кура

14 марта 2015 г.

Вĕренекенсен чи вăрăм каникулĕччен вăхăт нумай юлмарĕ. Çавна май вĕсен çуллахи канăвне тухăçлă, усăллă йĕркелесси ашшĕ-амăшĕн те, влаç органĕсен те тимлĕхĕнчен тухмасть. Кăçалхи çу кунĕсем вара ачасемшĕн уйрăмах кăсăклă, ытти çулхисенчен те асра юлмалларах иртĕç.

Профильлĕ лагерьсем

Сывлăха çирĕплетекен çуллахи канăвăн тĕп уйрăмлăхĕ – лагерьсене профильлени. Кĕçĕннисем вăл е ку сменăна, кану вырăнне кăмăл туртăмне кура суйлама пултараççĕ.

Çĕрпÿ районĕнче «Звездный» лагерьте акă май уйăхĕн 31-мĕшĕнчен тытăнса июнĕн 20-мĕшĕччен ача-пăча пултарулăх тата ÿнер шкулĕсенче вĕренекенсем «АРТ – лето 2015» пленэрта пулĕç. Августăн 8–28-мĕшĕсенче вара – республикăри «Мозаика творчества» пултарулăх фестиваль смени йышăнĕ.

Кадетсене спортăн çарпа ĕçлевлĕх ÿнерĕн тĕсĕсене çирĕпрех хăнăхма Вăрмар районĕнчи «Романтика» лагерĕ виçĕ сменăна йыхравлать.

Республикăри предмет олимпиадисен çĕнтерÿçисемпе призерĕсен Улатăр районĕнчи «Янтарный» лагерь никĕсĕ çинче йĕркеленекен «Индиго» нумай профильлĕ лагерьте вĕрентÿ тренингĕсене тата семинарсене хутшăнма май пулĕ: июнĕн 1–21-мĕшĕсенче тата августăн 8–28-мĕшĕсенче.

Ку районти «Изумрудный» лагерьте çамрăк экологсемпе таврапĕлÿçĕсем канĕç. Кану тапхăрĕ те кÿршĕллĕ лагерьти пекех.

Çамрăк нано-конструкторсене вара Çĕмĕрлери «Соснячок» лагерьти «Наноград» смена çу пуçламăшĕнчех йышăнĕ.

Заявка вăхăчĕ

Хула тулашĕнчи лагерьсенче канма путевкăсем йышăнас тапхăр мартăн 21-мĕшĕнчен тытăнать. Ку датăран заявленисене пурнăçăн йывăр условийĕсене лекнĕ ачасем валли çырма май пур. Мартăн 28-мĕшĕнчен пуçласа – ытти мĕнпур вĕренекен валли.

Заявкăсене автоматизациленĕ пĕрлехи система урлă йышăнаççĕ. Шкулсенчи операторсем ятарлă пĕлÿ илнĕ ĕнтĕ. Çывăх вăхăтра халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрсенче, вĕрентÿ управленийĕсенче ку енĕпе тимлекенсене вĕрентĕç.

2015 çулта пĕлтĕр ĕçленĕ мĕнпур лагере уçма палăртнă.

Тÿлев

Путевкăсем туянма ашшĕ-амăшне яланхиллех çăмăллăхсем уйăрнă. Пурнăçăн йывăр условийĕсене лекнĕ ачасемшĕн кану хакĕн 5 процентне çеç тÿлемелле. Пĕр çын пуçне лекекен вăтам тупăш Чăваш енре палăртнă пурăнмалли чи пĕчĕк виçен 150 процентĕнчен иртмест пулсан ашшĕ-амăшĕн путевкăн – 20, 150-ран пуçласа 200 процент таран пулсан – 30, 200 процентран иртет пулсан 50 процентне тÿлемелле.

Тÿлевсĕр путевкăсем те пур. Вĕсене çула çитмен асăрхавсăр, пилĕк е ытларах ачаллă çемьесенчи, инвалид, тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасем валли уйăрнă.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика