14 марта 2015 г.
Мартăн 8-мĕшĕ тĕлне районти ГИБДД ĕçченĕсем хĕрарăм-водительсене валли чăн-чăн уяв хатĕрленĕ. Çак кун вĕсем поселокри урамсене машинăпа çÿрекен пикесене саламлама тухнă.
Руль умĕнчи чиперккесем автоинспектор документсем кăтартма ыйтас вырăнне хăйсене ăшшăн саламлани, комплиментсем калани кĕтменлĕх пулнине пытарман. Тĕлĕнмесĕр-савăнмасăр – илемлĕ сăмахсемпе пĕрлех Сергей Дмитриев инспектор хĕрсене пурне те çурхи хÿхĕм чечексем, тюльпансем, парнеленĕ. «Тин кăна-ха Мускавран çитрĕм. Тăван тăрăхра ГИБДД сотрудникĕсем чечексемпе саламласа кĕтсе илни ирех кăмăла çĕклерĕ», – тав тунă пикесенчен пĕри.
Çурхи уявра хĕрсене савăк кăмăл-туйăм парнелессине, тĕрĕссипе, республикăра автоинспекторсем чылай çул каяллах ырă йăлана кĕртнĕ. «Акцин пĕрремĕшле тĕллевĕ, паллах, этемлĕхĕн черченкĕ пайне савăнăç кÿресси. Анчах çакăнпа пĕрлех эпир хĕрсене çул çинче правилăсене çирĕп пăхăнмаллине, тимлĕ пулмаллине тепĕр хут аса илтеретпĕр», – пĕлтерчĕ «Вурнарский» пайăн ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ В.Петров.
И.ЯКОВЛЕВА.