14 марта 2015 г.
«Эй, хĕрсем, хĕрарăмсем!» ятпа Рункăра уяв чаплă иртрĕ. Тĕл пулу пуçаруçисем – Зоя Якимовна Васильевăпа Любовь Васильевна Андреева вăйăсене, сăвă-юрăсене, конкурссене пултаруллă çынсене явăçтарнă, çурхи уяв кăмăлне кура вĕсене питĕ пĕлсе хатĕрленĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Терентьев хирпуçсене кунта концертпа илсе пынă. Хăнана хăйсен кучченеçĕпе çитнисем нумайăн: тортсем, тутлă кукăльсем маçтăрланă. Спонсорсем – Константин Тимофеевич Алексеевпа Олег Петрович Николаев кăмăллăн хутшăнни праçник сăнĕпе сумне палăрмаллах вăйлатрĕ, уяв кĕрекине кĕрнеклĕрех турĕ. Пултарулăх конкурсĕсенче çĕнтернисене – çав шутра Ирина Никифорова, Светланăпа Лариса Феофановăсем, Ольга Александрова, Надежда Никитина, Инна Корнилова, ыттисем, пĕчĕккисен йышĕнчен Алеша, Артем, Кира, Костя, ыттисем – парнесемпе чысларĕç.
Юрă-ташă, музыка кунĕпех, çĕрĕпех кĕрлерĕ. Уяв ял-йыша хавхалантарчĕ, тачăрах пĕрлештерчĕ. Пĕр-пĕрне тав тумалли ăшă сăмахсем тупăнчĕç. Çав шутра Анатолий Гусева мухтаса калаçрĕç. Март пуçламăшĕнчен çак предприниматель ялти çулсене хăйĕн техникипе юртан сирсе яка тасаттарнă, сăваплă ĕçе тÿлев кĕтсе тăмасăр пурнăçланă.
В.СОРОКИН.