Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Управçă та, халăха тивĕçтерекен те

11 марта 2015 г.

Архив ĕçĕнче тимлекенсем ĕнер хăйсен профессилле уявне паллă турĕç. Çавна май районти архив ĕçĕ-хĕлĕ пирки ку енĕпе тимлекен пай пуçлăхĕпе Лилия Витальевна ТИХОНОВАПА калаçрăмăр.

– Муниципаллă архивсен ĕçĕн пĕлтерĕшĕ юлашки вăхăтра ÿссе пыни ăнсăртран мар-тăр;

– Чăн та, республикăн обществăпа политика тата экономика пурнăçĕнче архив учрежденийĕсен вырăнĕ палăрмаллах анлăланчĕ. Документсемпе çыхăннă ыйтусемпе патшалăх влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе пĕрлешсе ĕçлесси ÿсрĕ. Вăрнар район архивĕ çавăн пекех граждансен социаллă прависемпе гарантийĕсене хÿтĕлессипе Раççей Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи управленийĕпе те тачă çыхăну тытать.

– Район архивĕн пуянлăхĕ пирки иккĕленмелли çук. Çапах та фонда хăш вăхăтранхи документсенчен пуçтарма тытăннă;

– Вăрнар район архивне 1936 çулта туса хунă. Анчах та унта предприяти-организаци-учрежденисен докуменчĕсем 1925 çултан тытăнса упранаççĕ – 46 пине яхăн управ единици. Архивра пĕтĕмпе 313 фонд. 225-шĕ – 35 пин те 363 управ единици – управлени тытăмĕн документацийĕ, 35-шĕ – 11 пин те 583 управ единици – уйрăм çынсен докуменчĕсем.

Район архивне комплектлакан çăлкуçсен шутĕнче 52 учреждени шутланать. Вăл шутран 3-шĕ – федераллă, 6-шĕ – республика, 36-шĕ – муниципаллă тата 7-шĕ уйрăм организацисем.

Унсăр пуçне архив фондне панкрута тухнă предприятисен докуменчĕсем те йĕркелеççĕ.

– Архив хальхи вăхăтра документсен управçи кăна мар, çынсен даннăйĕсене тупма, уçăмлатма пулăшакан та...

– Тĕрĕсех. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕ вăя кĕнĕренпе тата «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илессипе стаж планкине чакарнă май, çынсем шкул вăхăтĕнче ĕçленине çирĕплетме чылаййăн ыйтса çыраççĕ. 2011 çулта – 808, 2012-мĕшĕнче – 843, 2013-мĕшĕнче – 1167, 2014-мĕшĕнче 1976 ыйту пулнă. Паянхи кун тĕлне социаллă право сĕмĕллĕ 460 ыйтăва йышăннă. Вăтамран кунне архива 15–17 çын килет, 9–11 ыйтăва майлă тататпăр. Каларăм ĕнтĕ, тĕп ыйтусен шутĕнче – ĕç стажне çирĕплетесси. Çавăн пекех çынсем хăйсен ĕç укçи виçипе те кăсăкланаççĕ.

– Архив фончĕ пысăккине каларăр ĕнтĕ. Документсен шучĕ çулсерен ÿссе пынă май управ вырăнĕ хĕсĕкленмест-и;

– Чăнах та, ку çивĕч ыйту. Район архивĕн хранилищи 100 проценчĕпех тулнă. Çавна май хупăннă организацисемпе ял хуçалăх предприятийĕсен архив докуменчĕсене йышăнаймастпăр. Паллах, ĕмĕтсем пур – управ вырăнне анлăлатма проектпа смета документацине хатĕрлеме тытăннă ĕнтĕ.

– Çитес çул район архивĕн çавра дата – вăл 80 çул тултарать. Юбилей умĕн тата професси уявĕпе кунта маларах тимленисене асăнмаллах пулĕ.

– Район архивне йĕркелес ĕçре чăннипех те пултаруллă, тимлĕ, ăслă-тăнлă çынсем вăй хунă теессĕм килет: Федор Емельянович Квасов, Фаина Петровна Суркина, Людмила Григорьевна Ведина, Людмила Александровна Люкшенкова тата ыттисем те.

Эпир паян ырă тĕслĕхпе вĕсен ĕçне тивĕçлипе малалла тăсассишĕн тăрăшатпăр. Пайра иккĕн ĕçлетпĕр. Эльзита Борисова специалист та документсене йĕркелес ĕçе пысăк тÿпе хывать. ,çтешсене уявпа саламлатăп.

– Калаçушăн тав.

С.ЧИКМЯКОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика