11 марта 2015 г.
Куç курманнисен вырăнти обществи отчетлă пухăва хальхинче те йĕпреçсемпе пĕрлешсе ирттернĕ. Конференцие ку организацин республикăри председателĕ Юрий Сергеев тата специалисчĕ Елена Капитонова, район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Сергей Гордеев тата ыттисем хутшăннă.
Вăрнар районĕнчи организацин иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе Галина Мясникова председатель паллаштарнă. Социокультура, спортпа реабилитаци мероприятийĕсем чылай йĕркеленĕ, куç курманнипе инвалида тухнисем валли реабилитацин уйрăм программисене хатĕрленĕ.
Куç курманнисен районти обществи халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен центрпа, тĕп библиотекăпа пĕрлешсе ĕçлет, вĕсен пулăшăвне туйсах тăрать. Спонсорсем те пăрахмаççĕ, «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ, ав, транспортпа тивĕçтерет. Мероприятисем ирттернĕ чухне ытти предприятисем те пулăшу алли тăсаççĕ.