Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшу хăвăрт çитет

11 марта 2015 г.

Районта пурăнакансем асăрханă ĕнтĕ, хăш-пĕр суту-илÿ объекчĕсен, предприятисемпе организацисен çурчĕсем çинче урам енчен кăвак çутăпа çунакан светильниксем вырнаçтарнă. Вĕсем ку çуртра полицие чĕнмелли кнопкăсем пуррине пĕлтереççĕ, хăрушлăхра граждансене васкавлă пулăшу парас тата обществăлла йĕркелĕхе тивĕçтерес тĕллевлĕ.

Пулăшу кирлĕ гражданин ыйтнипе учреждени персоналĕн кнопкăна пусса полицие чĕнсе илмелле. Адреса асăнни кирлĕ те мар: дежурнăй чаçре сигнал ăçтан килнине ятарлă карта тăрăх тÿрех палăртаççĕ. Дежурнăй оператор васкавлă çыхăну урлă полици нарячĕн ĕçне оперативлă йĕркелеме пултарать – капла хаклă вăхăта çухатмасăр преступление «вĕри йĕрпе» уçса парас шанăç пысăк.

Шалти ĕçсен Чăваш енри министерствин информацийĕ тăрăх, паянхи куна республикăра йĕрке хуралне тивĕçтерме 600 енне «хăрушсăрлăх кнопки» пулăшать. Пуринчен ытла вĕсем, паллах, Шупашкарта – 236. Вăрнарта ку кăвак кнопкăсене 15 объектра вырнаçтарнă. Çакăн евĕр кнопкăсене лартма хăш-пĕр предприяти ертÿçисемпе предпринимательсем хăйсем те ыйтаççĕ-мĕн, мĕншĕн тесен кăвак плафонсем пурри, пĕр енчен, учрежденисен хăрушсăрлăхне те тивĕçтерет.

Пĕлтĕр «хăрушсăрлăх кнопкисем» пулăшнипе республикăра виçĕ преступнике «вĕри йĕрпе» тытса чарнă.

И.ЯКОВЛЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика