Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туяллă ыйткалакан

11 марта 2015 г.

Ватăлнă май сывлăх хавшать. Ирĕксĕрех тухтăрсем патне кăштăртатма лекет. Ку хутĕнче мана ăнăçрĕ темелле – йышăнăва хăвăртах кĕрсе тухма май килчĕ. Тухтăр сывлăха тимлĕн тĕрĕслерĕ, эмел туянма рецептсем çырса пачĕ.

Аптекăналла утнă май, инвалид костылĕ çине таяннă ватах мар арçын чарăнма ыйтрĕ. Ăна автомашина çапса кайнă, халĕ эмел туянма укçа çитеймест иккен. «Ырă çыннăм, тархасшăн, кивçен вунă тенкĕ парса пулăш», – йăлăнать хайхискер. Эпир, ял çыннисем, пĕр-пĕрне пулăшма хăнăхнă та, хĕрхентĕм мĕскĕне, кăларса тыттартăм ыйтнă суммăна.

Эпĕ аптекăра эмел туяннă вăхăтра унта хайхи арçын çитсе кĕчĕ. Костыльне алăк çумĕнчи кĕтесе тăратрĕ те чип-чипер утса касса умне пырса тăчĕ. Чăн та, эмел ыйтрĕ – сурана мар, пыра «сĕрмелли» кирлĕ иккен, «инвалид» кăткă спирчĕ туянасшăн. Çак этеме аптекăрисем лайăх палласа çитнĕ пулас: «Кăткă спирчĕ çук, пĕтнĕ», – терĕç.

Хайхискер темĕн мăкăртатса урама тухрĕ, костыльне хул хушшине хĕстерсе малалла таплаттарчĕ, тепĕр аптекăна васкарĕ ĕнтĕ.

«Вăт этем те этем, – шухăш пырса çапрĕ, – ара, инвалид костылĕ те «спонсор» пулма пултарать мар-и?»

П.ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика