11 марта 2015 г.
Кашни яваплă хваттер-çурт хуçи хăйĕн пурлăхне вăрăсенчен хÿтĕлеме майсем шырать. Кам çĕнĕ йышши, кăткăс çăраллă алăксем ларттарать, кам чÿречесене решеткесемпе хуплать. Анчах хваттере ведомствăна пăхăнман хурал уйрăмĕн пульчĕпе çыхăнтарса техника хурал хатĕрĕсем(хурал тата хăрушлăх сигнализацийĕсем) вырнаçтарни – пурлăха хÿтĕлемелли чи шанчăклă меслет. Кун пек чухне хваттере çаратма кĕрес текенсем е сире тапăнакансем пулсан полици нарячĕ кĕске вăхăтра килсе çитĕ.
Çавăн пекех килтен тухса кайнă чух форточкăсемпе балконсене хупса хăвармалла. Ан манăр: вăрăсем сейф çăрисемлĕ броньăллă металл алăксене те юратмаççĕ – вĕсене уçма нумай ăшталанма тивет. Енчен те хăвăр е сирĕн ачасем уçăсене çухатнă-тăк, тÿрех çĕннисемпе улăштарăр. Ăçта та пулин чылай вăхăтлăха каятăр пулсан, кÿршĕсене почта ещĕкне пăхса тăма хушăр – унта хаçат-çырусем пухăнса кайни вăрăсене кил-хуçисем çуккине пĕлтерĕ. Видеосăнав камерисем, домофон вырнаçтарни те пурлăха упраса хăварма пулăшĕ.
Офиссемпе лавккасен ертÿçисене те вĕсенче шанчăклă çăраллă алăксем ларттарма сĕнетпĕр. Чÿречесем çинче те металл решетке е урăхла хÿтĕлев хатĕрĕ пулмалла. Хуралпа пушар тата хăрушлăх сигнализацийĕ вырнаçтарма, вĕсене централизациленĕ хурал пульчĕпе çыхăнтарма май тупсан аван. Вăрнарти ведомствăна пăхăнман хурал уйрăмĕпе килĕшÿ тусан сирĕн пурлăха хÿтĕлес тивĕçе полици хăй çине илет.
Халĕ полицие васкавлăн чĕнмелли кнопка вырăнне сирĕн кĕсье телефонĕ те пулма пултарать. Енчен те эсир е сирĕн ачасем килте хăрушлăха туйсан телефон çинче пĕр кнопкăна кăна пусмалла – пулăшма полицин хĕç-пăшаллă нарячĕ килсе çитĕ. Ĕç схеми ансат: шăнкăрав хăрушлăх çинчен хыпарлать, пĕлтерÿ пульт çине куçать, полици нарячĕ ăна йышăнса тивĕçлĕ мерăсем ирттерет.
Ведомствăна пăхăнман хурал уйрăмĕпе килĕшÿ тунин лайăх енĕсем куç умĕнчех. Чи малтанах – килĕшÿре палăртнă яваплăха туллин пурнăçлани. Иккĕмĕшĕнчен, хакĕсем те патшалăх палăртнисем. Виççĕмĕшĕнчен, хÿтĕлев пахалăхĕ çÿллĕ шайра – çĕнĕ йышши техникăпа усă кураççĕ, полици нарячĕсен професси ăсталăхĕ те пысăк.
Вăрнарти ведомствăна пăхăнман хурал уйрăмĕ паянхи куна тĕрлĕ харпăрлăхри 85 объекта, 63 хваттерпе уйрăм çурта хÿтĕлеве илнĕ, çавăн пекех поселок тулашĕнчи 47 объекта сотовăй çыхăну урлă централизациленĕ хурал пульчĕпе çыхăнтарнă.
Ку уйрăм тĕрлĕ тивĕçтерÿсем кÿрет: кунта телефон линийĕпе е сотовăй çыхăнупа усă курса суту-илÿ объекчĕсене, офиссемпе кассăсене, хваттерсемпе уйрăм çуртсене, гаражсемпе дача çурчĕсене, ытти пурлăх объекчĕсене сыхласси те, пультпа çыхăннă васкавлă пулăшу кнопкисене вырнаçтарасси те кĕрет.
Пурлăха хÿтĕлессипе çыхăннă ыйтусем пулсан Вăрнарти ведомствăна пăхăнман хурал уйрăмĕнче хуравсем тупма пултаратăр. Пирĕн адрес: Вăрнар поселокĕ, Советски урамĕ, 23-мĕш çурт, тел.:2-74-92, 2-52-51.
В.ПАВЛОВ,
Вăрнарти ведомствăна пăхăнман хурал уйрăмĕн пуçлăхĕ
полици капитанĕ.