07 марта 2015 г.
Хĕрарăмсен уявĕ умĕн районти историпе краеведени музейĕнче уçăлнă черетлĕ курав Вăрнар енĕн тата тепĕр икĕ çыннăн пултарулăхне уçрĕ.
Стеллажсем çинче, кантăк-çÿлĕксенче мĕн тĕрлĕ чечексем вырнаçса тухман-ши: орхидея, роза, ромашка... – пĕтĕмпе 65 куршак. Çывăхри уявăн символла чечекĕ – мимоза та пур. Мĕнрен ăсталанă тетĕр-и; Йăлтах вĕтĕ шăрçаран.
Курав залне кĕрекенсен, ĕçсемпе паллашакансен сăн-питне сăнатăн та çиçекен куçсене, çак ăсталăхпа пуçĕпех тыткăнланнине, чунтан киленнине асăрхатăн.
Илем тĕнчине йĕркелекене хăйне те чечекпе танлаштармалла. Тĕрĕсрех – чечексем хушшинче вĕçсе çÿрекен лĕпĕшпе. Сăпайлă çамрăк хĕрарăмра çавăн чухлĕ тĕллевлĕх, ĕçченлĕх пытаннă тесе пĕр пăхсан калаймăн та.
Наталия Сергеева – Хапăс хĕрĕ, халĕ çемйипе Упнерте пурăнать. Районти тĕп больницăра медицина сестринче тăрăшать. Килĕнче выльăх-чĕрлĕх тытать, пахчаçимĕç тулăх çитĕнтерет. Чи кирли пулĕ – алăсталăхĕ валли те вăхăт тупать.
Ÿнерĕн ку тĕсĕпе вăл çулталăк каялла кăна аппаланма тытăннă темелле – пĕлтĕр Культура çулталăкне уçас курав валли вунна яхăн экспозици хатĕрленĕ. Уйрăм курав йĕркелеме вара ăна музей директорĕ Елена Шарипова хĕтĕртнĕ тесен те йăнăш мар. Хавхаланма пулăшнă. Халь, ав, «çимĕçĕ» те пур.
Наталия маларах та ĕçсĕр ларман – çĕленĕ, çыхнă, тĕрленĕ. Ун ал ĕçĕсем Акатуй, халăх ăсталăхĕн куравĕсенче тав çырăвĕсене те пĕрре мар тивĕçнĕ.
Вĕт шăрçана «чун» парать çеç мар пултаруллă хĕрарăм, чĕрĕ чечексем те чылай çитĕнтерет. Çурчĕ умĕнчи пахчи «Чи кăтартуллă палисадник» конкурс çĕнтерÿçи те пулнă.
Курава тăратнă ĕçсенчен ытларахăшне автор сутма та, парнелеме те хирĕç мар, анчах та пĕр ĕçне – хурăна – вăл нихăçан та, никама та памасть. Вăл – çемье телейĕн хăйне евĕрлĕ символĕ, мăшăрĕпе пĕрлешнĕренпе 15 çул çитнипе çуралнăскер.
Куравра Вăрнар тăрăхĕнчи тепĕр ал ăстин Надежда Журавлеван вĕт шăрçапа тĕрленĕ картинисем те вырăн тупнă.
– Çак курав нумайăшне ăсталăх патне туртăнма пулăшĕ. Уйрăмах ачасене, – çирĕплетрĕç ача-пăча пултарулăх çурчĕн ĕçченĕсем те.
Курав район çыннисене пĕр уйăх савăнтарĕ. Илем тĕнчине лекес текенсен унта çитсе курмаллах.
С.ЧИКМЯКОВА.