Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшу чакман

07 марта 2015 г.

Иртнĕ çул çĕршыв экономикине тата тулашри политикăна пырса тивекен пулăмсемпе тулăх пулчĕ. Чăваш ен финансисчĕсемшĕн мĕнлерех иртрĕ-ха вăл; Кун пирки республикăн финанс министрĕпе Светлана ЕНИЛИНАПА калаçатпăр.

– Чăн та, 2014 çул федераллă шайра ансат мар йышăнусем тумалли çулталăк пулчĕ. Анчах та республика ертÿçин яваплă политикине пула Чăваш ен иртнĕ çула эффективлă вĕçлерĕ.

– Пĕлтĕр маларахри çулпа танлаштарсан тупăш пырса кĕресси 3,5 процент ÿссе 1,26 млрд тенкĕпе танлашрĕ. Тăкаксен пайĕ 9,3 процент пысăкрах пулчĕ е 3,4 млрд тенкĕ.

Ÿсĕм, тĕпрен илсен, тавăрса памалла мар хывăмсем ытларах пулнипе (3,7%) çыхăннă. Федераллă бюджет та пулăшрĕ. Ку енĕпе республика çыннисем Раççей финанс министрĕпе Антон Силуановпа Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хушшинчи ырă хутшăнусене тав тума пултараççĕ.

– Çĕршыв ертÿçи халăха, социаллă сферăна пулăшассине пĕрремĕшле задачăсен йышне лартать. Ку политикăна Чăваш енре пурнăçлани пирки мĕн каланă пулăттăр?

– Республика ертÿлĕхĕ çынсем умĕнчи социаллă яваплăха туллин пурнăçлама тăрăшать. Чăваш ен бюджечĕ те социаллă тĕллевлĕ, юлашки çулсенче тĕрлĕ категорири граждансене пулăшасси тимлĕхре. 2014 çулта социаллă хÿтлĕх тÿлевĕ валли республикăн пĕрлештернĕ бюджетĕнчен тата патшалăхăн бюджет мар фончĕсенчен 13 млрд ытла тенкĕ уйăрнă. Пурлăхшăн тата налукшăн тавăрса панă суммăна шута илсен 22 млрд тенкĕрен те иртнĕ. Урăхла каласан республикăри 10 çынран çиччĕшĕ (918681) пĕлтĕр патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ.

– Бюджетăн социаллă тĕллевлĕ формачĕ экономикăн секторне пулăшассине хавшатмасть-и? Е шкул тата шкул çулĕчченхи учрежденисен, больницăсен ĕçченĕсен шалăвне ÿстерни бизнеса лекме пултаракан укçана «çисе» ярать?

– Паллах, çук. Республика правительстви экономикăн чăн секторне пулăшса пыма тăрăшать.

2014 çулта Чăваш Республики Атăл тăрăхĕнчи ытти регионсемпе танлаштарсан чăн сектор тăкакĕсене чакарман çеç мар, 24,5 процента яхăн (9,3 млрд тенкĕ) ÿстерме пултарнă. Çавăн пекех налук çăмăллăхĕсене те пулăшăвĕн эффективлă мелĕсен шутне кĕртмелле. Вĕсене пĕлтĕр 350-а яхăн организаци илнĕ.

Сăмах май, çак мелсен эффективлăхне статистика та çирĕплетет: 2014 çулта Чăваш Республикин промышленность производствин индексĕ 104,5 процентпа танлашнă. Раççейĕпе – 101,7, Атăл тăрăхĕнче – 102 пороцент. Республика ăнăçăвне çĕршыв ертÿлĕхĕ те палăртмасăр хăвармарĕ: январь вĕçĕнче Раççей премьер-министрĕ Дмитрий Медведев Раççей Правительствинче пахалăх паллин премине парас церемонире Чăваш ен бизнеса йĕркене кĕртнĕ регион пулнине палăртрĕ.

– Вăрнар районĕнчи экономика лару-тăрăвне епле хакланă пулăттăр?

– Вăрнар районĕн иртнĕ çулхи пĕрлештернĕ бюджетне тупăш енĕпе 622,2 млн тенкĕлĕх е 8,3 процент ÿсĕмпе пурнăçланă. Харпăр хăй тупăшĕн калăпăшĕ 187,8 млн тенкĕпе (2,1 %) танлашнă.

Тăкаксен пайĕ те ÿснĕ – 624,4 млн тенкĕ е 1,7 %. Ытларах пайĕ – вĕрентÿ, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, наци экономики, социаллă политика сферине аталантарма.

Вĕрентĕве илес пулсан тăкаксен 58,5 проценчĕ шăпах ку статьяна пырса тивет. 2014 çулта Вăрнарта 145 вырăнлăх ача сачĕ çĕклеме тытăннă, ун пĕтĕмĕшле хакĕ 84,7 млн тенкĕ.

Пĕлтĕр Вăрнарта çавăн пекех «Кристалл» Тăрăллă пăр катокĕ уçăлчĕ. Строительство объекчĕн хакĕ – 135 млн тенкĕ.

Çак ĕçсем пĕтĕмпех – Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев лартнă задачăсене пурнăçлани.

Вăрнар районĕ халăхăн пĕр çын пуçне пырса тивекен тупăшĕ тĕлĕшпе районсем хушшинче  7-мĕш вырăн йышăнать. Ку – район, предприяти ертÿçисем халăхпа пĕрлешсе ĕçленине çирĕплетет.

– Калаçушăн тав.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика