07 марта 2015 г.
Республикăри налук службинче кадр улшăнăвĕ пулнă. Мартăн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçине пирĕн ентеше Марина Петрована уйăрса лартнă.
Марина Валерьяновна 1970 çулта Вăрнарта çуралнă. Мускаври социаллă уçă университетĕнче вĕренсе бухгалтери учечĕ тата аудичĕ специальноçе алла илнĕ.
Налук тытăмĕнче 1995 çултанпа тăрăшать. Федераллă налук службин Çĕнĕ Шупашкарти инспекцийĕн пай пуçлăхĕнче, ертÿçĕ заместителĕнче, 2012 çултанпа ертÿçинче тăрăшнă.
Раççей Федерацийĕн патшалăх граждан службин 2-мĕш класлă советникĕ. Раççей Федераллă налук службин Хисеплĕ ĕçченĕ.