07 марта 2015 г.
Пăваялĕнче пурăнакан Пелагея Петровна Журавлева 85 çулта. Çак çулсенче вăл самаях ватă енне сулăнчĕ. Мĕншĕн тесен хăйĕн пурнăçĕнче нушине те, хуйхине те пайтах чăтса ирттернĕ.
Хăйĕн кун-çулне аса илсен, мăшăр кăвак куçĕсем шывланчĕç. «Пурнăçра ырри çав тери сахал пулчĕ. Виçĕ çул мăшăрпа пурăнассишĕн хĕр ĕмĕрне сая ятăм. Çирĕм çиччĕрех тăлăх арăм «сăнчăрне» ĕмĕрлĕх мăйран çакрăм», – аса илет Плаки акка. Ун мăшăрĕ вăрçăра та мар, чирлесе те мар, чип-чипер пурăннă çĕртех, ывăлпа хĕрне икĕ мăшăр çунат айĕнче ÿстерес чух, ÿксе вилнĕ.
Вăрçă вăхăтĕнче ашшĕ вăрçа тухса каять, амăшĕ тăватă ачапа тăрса юлсан çĕрне-кунне пĕлмесĕр колхозра вăй хунă, авăн çапнă, пучах пухнă, хĕллехи кунсенче алсиш-нуски çыхнă. Тем чухлĕ шутланă ача пуçăнах: «Пĕрре тăраниччен çăкăр çисе курасчĕ, çывăрса курасчĕ».
Ашшĕ вăрçăран тĕрĕс-тĕкелех таврăннă, пурнăç та майлашăна пуçланă, хĕр те каçсерен вăййа, улаха тухакан пулнă. Пулас мăшăрĕ Плаки акка патне никама та çывăха яман. Çÿрес текенĕсем вара нумаййăн пулнă.
Мăшăрĕ пурнăçран уйрăлсан Плаки акка алăри икĕ ачипе тата ватă хунямăшпе тăрса юлать. Çывăх тăванĕсем, уйрăмах Санарпуç ялне качча тухнă Маня аккăшĕпе унăн мăшăрĕ тата ашшĕпе амăшĕ, ураран ÿкме памаççĕ. Сăмах май, Маня аккăшĕ раштав уйăхĕнче 90 çул тултарчĕ.
Ачисем ашшĕ çуккине ан туйччăр тесе юратăвне хĕрхенмест вăл. Анчах кÿршĕ ачи ывăлне темшĕн ватса-хуçса пĕтерет. Юрать, тухтăрсем çăлса хăвараççĕ ăна. Уншăн Плаки акка паянхи кун та Дмитрий Лукич Филиппов врача тав тăвать. Анчах ывăлĕ сусăр тăрса юлса 45 çула çитсен, çемье çавăраймасăрах, пурнăçран уйрăлать. Ватă хĕрарăма ку инкек вăйлах çапса хуçать. Пĕртен-пĕр мăнукĕ сарăмсăр вилсен вара ура çине аран-аран тăрать.
Ветерана паян хĕрĕпе кĕрÿшĕ пăхса пурăнаççĕ. Хĕрĕ те нумай пулмасть 60 çулхи çавра çулне пĕтĕм тăванĕсемпе уявларĕ.
Нимĕншĕн те кулянмасть Плаки акка, çамрăксем ĕçкĕ енне сулăннине, пурăнма пĕлменнине çеç йышăнма пултараймасть.
– Ялта пурăнма пĕл-мелле кăна, ĕçлес тесен ĕçĕ инçе мар, – тет вăл.
Хăйсен урамĕнче пуш пÿртсем кăна пулин те кÿршĕсен ачи-пăчи хуларан Плаки акка патне тăван ашшĕ-амăшĕ патне килнĕ пек килеççĕ.
Паянхи кун та ĕне тытать вăл, çуллахи вăхăтра килкарти тулли чăх-чĕп, хур-кăвакал усрать.
А.ПЕСКОВА.
Пăваяль.