04 марта 2015 г.
Ял поселенийĕсенче Çăварние эрне маларах ăсатнă хыççăн пĕтĕмлетÿллĕ вăйă-кулă, юрă-ташă уявĕ шăматкун район çыннисене Вăрнарти тĕп площаде пуçтарчĕ.
Упнерти Марина Сергеевапа Владимир Захаровăн, Ершепуçĕнчи Ярослав Федькинăн илемлетнĕ лашисемпе ир-ирех ачасемпе ашшĕ-амăшĕ черет тăрсах катаччи ярăнчĕç.
Уява палăртнинчен кăшт маларах пуçларĕç пулин те пухăннисем кăмăл туличченех савăнма пултарчĕç. Район админстрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Николай Петров саламланă хыççăн сценăна районти пултарулăх коллективĕсем йышăнчĕç – вăрнарсем, кÿстÿмĕрсем, пăваяльсем, уйкас-кипексем, калининăсем, ыттисем. Тĕрĕссипе, юрă-кĕвĕ темиçе сехете юхрĕ.
Районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем халăха тĕрлĕ вăйăра – çăматă ывăтассипе, канат туртассипе, ыттипе – савăнтарчĕç.
Юнашарах спорт вăййисем пычĕç. Çамрăксем ăмăртмалла кире пуканĕ çĕклерĕç, канат туртрĕç, алă вăйне виçрĕç, тĕл перессипе, турник çинче туртăнассипе тупăшрĕç. Ачасем валли тĕрлĕ аттракционсем ĕçлерĕç.
– Иртсе кай, сивĕ хĕл! Килех, илемлĕ çуркунне! – культура ĕçченĕсемпе пĕрле ташласа юрларĕ халăх пăшăрхану-кулянусене, тĕрлĕ пăтăрмахсене илсе каякан катемпи хĕмленсе çуннă май.
Урамра сар хĕвеллĕ çуркунне хуçаланма тытăнчĕ. Умра – яваплă та кирлĕ ĕçсен тапхăрĕ. Вĕсене уявра пĕрле савăннă пекех пĕрлешсе пурнăçласчĕ.
С.ЧИКМЯКОВА.