04 марта 2015 г.
Чăваш енре мартăн 10-мĕшĕнчен пассажирсене транспортпа илсе çÿремелли хаксем ÿсеççĕ. Кун пирки Чăваш Республикин конкуренци политикин тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçипе Альбина Егоровапа калаçатпăр.
– Альбина Егоровна, обществăлла транспортпа çÿремелли хаксем ытла тăтăш ÿсмеççĕ-и;
– Пассажирсене тата багажа турттарас хальхи хаксем 2013 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнче вăя кĕнĕ, 2014 çулта вĕсене тепĕр хут пăхса тухман. Раççей законодательствинче çулçÿрев тарифĕсене улăштарас, вăя кĕртес тата ăна хăш тапхăртан çĕнетес вăхăта палăртман.
Хула, хулаçум тата хуласем хушшинчи автотраспортпа çÿремелли хаксене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ пассажирсене илсе çÿрекен предприятисем ыйтнипе пысăклатать.
– Çĕнĕ тарифпа билетсем мĕн чухлĕ хакланĕç-ха;
– Транспорта икĕ категорие уйăрнă: М2 – водительсĕр пуçне 8 вырăнран ытларах тата йывăрĕшĕпе 5 тоннăран йывăр мар тата М3 – 8 вырăнран ытла, 5 тоннăран йывăртарах транспортсем.
М3 категориллĕ автобуссем çинче тарифсем унчченхиллех юлаççĕ. М2 шутне кĕрекен транспортра («маршруткăсем») билет 4 тенкĕ хакланать. Троллейбусри çÿлçÿрев хакĕ 1 тенкĕ ÿсет.
Хулаçум тата хуласем хушшинчи çыхăну тарифĕсем ÿсмен, вĕсене хальхи виçепе çирĕплетнĕ.
– Çулçÿрев хакĕ ÿсни мĕнпе çыхăннă-ши; Студентсемпе вĕренекенсемшĕн çăмăллăхсем пулаççĕ-и;
– /сĕм хальхи хаксем пассажирсене турттаракан предприятисене тăкак кÿнипе сăлтавланнă. Уйрăм, муниципаллă тата патшалăх перевозчикĕсен тупăшĕпе тăкакне тишкерсен тăкаксем 26,2 процент ÿсме пултараççĕ.
Студентсемпе вĕренекенсен çÿлçÿревне пайăррăн компенсацилесси сыхланса юлать. Ăна республика бюджечĕ саплаштарать.
– Калаçушăн пысăк тав!