04 марта 2015 г.
Район прокуратури районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра тухнă Е.Краснован «Йĕркеллех тасатса тăратчĕç» статйи (21.01.2015) тĕлĕшпе тĕрĕслев ирттернĕ.
Февральте район прокуратури ку ялта çула тивĕçлипе хырмаççĕ тенине Пăртас ял поселени пуçлăхне, муниципаллă контрактпа килĕшÿллĕн хĕллехи вăхăтра поселени территорийĕнче автомобиль çулĕсене тытса тăракан подряд организацине хутшăнтарнипе вырăнта тĕрĕсленĕ.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче ял чиккинчи автомобиль çулĕсене юртан йĕркеллех тасатнă, çул-йĕр хăрушсăрлăхне пăсакан çитменлĕхсене тупса палăртман.
Каçхи вăхăтра урамра çутă çунмасть тени тĕрĕсе тухрĕ. Çакă кĕске замыкани пулнипе КТП-80 электроснабжени элеменчĕ ĕçлеме пăрахнипе çыхăннă. Ăна юсама хушма укçа-тенкĕ кирлĕ, кăна вара вырăнти бюджетăн тăкаксен статйине улшăнусем кĕртмелле. Тĕрĕслев вăхăтĕнче поселени администрацийĕ ку енĕпе ĕçлени, кирлĕ оборудование пайăррăн туянни тата вырнаçтарни палăрнă.
Тĕрĕслев кăтартăвĕсемпе прокуратура тĕлĕшĕнчен мерăсем йышăнман. Ку йышăну гражданина должноçри яваплă çынсен ĕçĕсем пирки административлă е суд йĕркипе жалоба пама чăрмав кÿмест.
И.МИФТАХУТДИНОВ,
район прокурорĕ юстицин аслă советникĕ.