04 марта 2015 г.
Вăрнар район прокуратури «Раççей Федерацийĕнчи ют çĕршыв гражданĕсен тата гражданство çук çынсен миграци учечĕ çинчен» федераллă саккун мĕнле пурнăçланнине тĕрĕсленĕ, хăш-пĕр çитменлĕхсене тупса палăртнă.
Унпа килĕшÿллĕн, Раççейре вăхăтлăх пурăнакан граждансене обязательнăй майпа учета илмелле. Пĕлтĕрхи июлĕн 2-мĕшĕнче Вăрнар çынни Р.Басыров Таджикистан гражданĕсене учета тăратма тесе федераллă миграци службин Вăрнарти пунктне документсем тăратнă. Анчах РФ Правительстви çирĕплетнĕ учет йĕркине пăсса, ку граждансене йышăнакан Р.Басыров вĕсем вырăна çитни çинчен уведомленисене хăй аллипе çырман. Кунсăр пуçне уведомленисенче урăх çынсем пурăнакан адреса кăтартнă. Р.Басыров хăй ку адреспа пурăнман, çурчĕ унăн харпăрлăхĕнче мар, уведомленинче çырнă адресри çурт тĕлĕшпе унăн нимле правасем те çук.
Р.Басыров 2012 çулхи май уйăхĕнчен пуçласа 2014 çулчченхи тапхăрта Таджикистан гражданĕсем килни çинчен пĕлтерсе (вĕсене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтермен пулин те) миграци службинче темиçе хутчен те пулнă. Çапах та ăна административлă тата уголовлă явап тыттарман.
Таджикистанран килнĕ граждансем уведомленире кăтартнă вырăнта мар, урăх çурт-йĕрте пурăнни пирки информацие пĕлнĕ пулин те миграци службин тата полици сотрудникĕсем тĕрĕслевсем ирттермен. Ют çĕршыв çыннисене хăйсен килне пурăнма янă граждансене те нимĕнле явап тыттарман.
Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх район прокуратури федераллă миграци службин республикăри управленийĕ тата «Вурнарский» пайĕ ячĕпе представленисем тăратнă. Ринат Басыров тĕлĕшпе вара уголовлă ĕç пуçарнă. Вăрнар районĕн 1-мĕш суд участокĕн миравай судйин йышăнăвĕпе ăна 100000 тенкĕ штаф хунă.
Л.СПИРИДОНОВА,
Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ
юстици кĕçĕн советникĕ.