Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял-йыш хисепне тивĕçлĕ

04 марта 2015 г.

Ярмушка ял тăрăхĕ, район чиккинче вырнаçнăскер, чи аякри шутланать. 30 çул ĕнтĕ унта Светлана Леонидовна Короткова аслă специалист-эксперт ырми-канми тăрăшать. Хăйĕн ăсĕпе, тавракурăмĕпе, кăмăлĕпе, ĕçĕпе вăл халăх шанчăкне тÿрре кăларма пултарнă.

Çамрăклăхра хĕрачана çăмăл килмен. Ашшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ, амăшĕ чирлĕ, аслисем тĕрлĕ çĕре тухса кайса тĕпленнĕ. Сусăр аппăшĕ кăна, ăна та пăхмалла. Амăшĕпе аппăшне пĕччен ниепле те пăрахса хăварма хал çитмен Светланăн, çавăнпах «Гвардеец» колхоз фермине ĕне сума вырнаçнă. Виçĕ çул дояркăра ĕçлесе малти вырăнсене йышăнса пынă. Çивĕчлĕхне, ĕçченлĕхне кура ăна ялсовет депутачĕ пулма шанаççĕ.

1985 çултанпа Светлана Леонидовна та ялсовет секретарĕнче тимлеме тытăнать. «Ун чухне ним шутлама та пĕлмен: те çăмăл, те йывăр ĕç. Суйларĕç те, «ĕçлейместĕп» теме хăю çитереймерĕм. Каярах кăна ăнланса илтĕм: мĕн пек ăслă пулмалла, тĕрлĕрен документсене тĕрĕс çырмалла иккен. Юрать, районта кашни уйрăмăн специалисчĕсем вĕрентсе пычĕç. Уйрăмах: Леонила Харитонова, Наталия Скрипник, Алевтина Степанова (загс пайĕн ертÿçи), Виктор Волков, Людмила Люкшенкова, Валентина Гурьева, Людмила Петрова нумай-нумай пулăшрĕç», – аса илет вăл.

30 çул хушшинче ял тăрăхĕн улттăмĕш пуçлăхĕпе ĕçлет вăл. Пуринпе те килĕштерсе вăй хунă, халăхпа пĕр чĕлхе тупма пултарнă. Самана арканнă вăхăтра – шăрпăк та, услам çу та, çăмарта та, чĕлĕмĕ те, ытти те талонпа пулнă чух – ялсовет территорийĕнче пурăнакансен шутне тĕп-тĕрĕс пĕлмелле пулнă. Анчах ĕçрен пăрахса каяс шухăш çуралман. Халĕ вара пурнăç урăхла: пысăк технологи ĕмĕрĕнче мĕнпур документа, отчетсене компьютерпа тăваççĕ.

Шăпа ăна мăшăрпа пурăнма пÿрмен. Пурпĕрех пуç усман çамрăк хĕрарăм. Хăйĕн телейне юратнă ĕçĕнче тупнă, çав вăхăтрах ялти фольклор ушкăнне хутшăнать. Килти хуçалăха тытса пыма та, юрă-ташăра та ĕлкĕрет. Ачаран сусăр аппăшне те тимлĕхсĕр хăвармасть. Нумаях пулмасть ялти культура çуртĕнче унăн юбилейне чаплă лару-тăрура «Утмăлтурат» тата халăх фольклор ушкăнĕсем саламласа паллă турĕç. Йышлă тăванĕсем, ĕçтешĕсем, ялйыш пухăннă. Эпир те Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕн çумĕпе чаплă уявра пултăмăр. Тĕлĕмеллипех тĕлĕнтĕмĕр: Светлана Леонидовнана «виçĕ пар лашапа», шăнкăравпа лав çине лартса сцена тăрăх çавăрчĕç. Чылай ырă, ăшă сăмахсем янăрарĕç.

Светлана Леонидовнăпа ялйыш чăннипех мухтанать, хăй те халăх мухтавне тивĕç. Çÿлти Турă çавăн пек çынсене вăй парсах тăтăрччĕ, пулăшсах пытăрччĕ.

А.ПЕСКОВА.

Пăваяль.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика