04 марта 2015 г.
Нарăсăн 12-мĕшĕнче, 10–11 сехетсем хушшинче, Вăрнар поселокĕнче, поликлиникăран инçех те мар, хама питĕ япăх туйса илтĕм. Чĕре пăчăртаса лартрĕ, куç хуралса килчĕ, хускалма та, ура çинче тăма та вăй юлмарĕ. Çавăнтах вырăн тупкаласа лартăм.
Телее, ман паталла пĕр хĕрарăм çывхарчĕ. Эпĕ унран васкавлă пулăшу чĕнсе пама ыйтрăм. Вăл çынна хĕрхенекен питĕ ырă кăмăллăскер пулчĕ. Вăйран кайнине пула хĕрарăмăн ятне-шывне ыйтса пĕлме те, ăна тав тума та пултараймарăм. Мана пулăшнă палламан хĕрарăма хаçат урлă та пулин чĕререн тав тăватăп, ăна çирĕп сывлăх, телей сунатăп. Çĕр çинче ырă çынсем пурришĕн чунтанах савăнатăп.
«Васкавлă пулăшуран» çакна пĕлтерчĕç: «Халĕ ирĕклĕ машинăсем çук, икĕ сехетсĕр пулмаççĕ. Икĕ сехет чăтаять пулсан, çав вырăнтах кĕтсе лартăр...»
Хĕрарăм тÿрех такси чĕнсе илчĕ. Таксист больницăн чирлисене йышăнакан уйрăмне леçсе хăварчĕ. Кунти медсестраран мĕнле те пулин пулăшу пама ыйтрăм. Р.Барышева сестра (ятне-шывне кайран ыйтса пĕлтĕм) çапла лаплаттарчĕ:
– Мĕн тума кунта килтĕн; Кунта пирĕн врачсем çук. Эпир нимĕн те тăваймастпăр. Поликлиникăна хăвна сиплекен врач патне кай.
Юлашки вăя пухса каллех йăлăнатăп:
– Тархасшăн, мĕн те пулин тăвăр...
Хамăн вара макăрма та, урăх сăмах хушма та вăй çук. Пурнăç çип вĕçне юлнине туятăп. Пурăнас килет-çке...
Те Турă хĕрхенчĕ, те хама сыхлакан пирĕшти пулăшрĕ – çав вăхăтра пÿлĕме терапи уйрăмĕн заведующийĕ Р.Прокопьева кĕрсе тăчĕ. Те хытă савăннипе, те вăй пачах та юлманнипе эпĕ тăна çухатнă.
Мана япăх пулнине пĕлсе больницăна тăвансем килсе çитнĕ. Кайран вĕсем каласа панă тăрăх çакна пĕлтĕм.
Рена Никоновна пурне те «ура çине тăратнă». Шурă халатлисем самантрах хыпăнса ÿкнĕ, мана çăлма пикеннĕ, наçилкка çине хурса реанимацине ăсатнă.
Паянхи кун ырă çутçанталăкпа киленме, хам çут тĕнчере пурăннăшăн савăнса çÿреме пултарнăшăн вилĕмрен çăлса хăварнă Р.Прокопьева тухтăра тата реанимаци уйрăмĕнче чунтан тăрăшакан врачсемпе медсестрасене çĕре çити пуç тайса чĕререн тав тăватăп. Вĕсене çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçу, тулли телей сунатăп.
Ватлăхра пире хăшĕ-пĕри çÿп-çап, ниме юрăхсăр çын вырăнне хуни питĕ пăшăрхантарать. Вăй пур чухне эпир те хамăра шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа, тăрăшсах пурнăçланă. Ял хуçалăхĕнче йывăр ĕçсенче канмалли кунсемсĕр тар тăкса тивĕçлĕ канăва тухнă. Пирĕн, вăрçă ачисен, халех вилес килмест-ха, паянхи ырă пурнăçпа савăнса кăштах та пулин пурăнас килет. Çавăнпа, чирлесе ÿксен, вилес мар тесе, больницăна каятпăр, шурă халатлисенчен пулăшу ыйтатпăр.
Манпа пулса иртнĕ киревсĕр пăтăрмах урăх никампа та ан пултăрччĕ. Кĕçĕн медперсонал, врачсенчен тĕслĕх илсе, чирлисене кăмăллăн йышăнса, ăшшăн калаçса, шаннă ĕçе тăрăшса пурнăçласан, мĕн тери аван пулмалла. Больницăран, поликлиникăран япăх кăмăлпа пĕр çын та тухса ан кайтăрччĕ. Чирлисене эмелпе пĕрле ăшă сăмах та сиплет. Çакна ялан асра тытасчĕ.
З.СТЕПАНОВА.
Çĕнĕ Мĕлĕш.