28 февраля 2015 г.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Крым Республикинче пулнă.
Симферопольте М.Игнатьев ку республикăн Министрсен канашĕн председателĕпе Сергей Аксеновпа регионсен аталанăвĕшĕн пĕрлешсе ĕçлесси пирки калаçнă. Суту-илÿпе экономика, наукăпа техника, социаллă-культура енĕпе килĕшÿсем алă пуснă. Çак документсем тĕрлĕ сферăна çĕклеме май парĕç.
Çавăн пекех халăха ĕçпе тивĕçтерессипе пĕрлешсе ĕçлесси тата Çĕнĕ Шупашкарпа Феодоси хулисем юлташла хутшăнасси пирки те килĕшÿсем тунă.
Севастополь хулин Правительство çуртĕнче Чăваш ен социаллă пурнăçĕпе экономика потенциалĕн презентацине ирттернĕ. Ăна уçнă май, Севастополь Правительствин председателĕ – губернатор заместителĕ Алексей Еремеев хăйсене ытти субъектсен пулăшăвне туйса тăни савăнтарнине пĕлтернĕ.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев икĕ региона экономика тата культура хутшăнăвĕсем çыхăнтарассине каланă.