Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хир вăраниччен…

28 февраля 2015 г.

«Палăртса калас-тăк, нарăс уйăхĕ пирĕншĕн ялан евитлĕ, отчетлă вăхăт шутланнă, – терĕ Геннадий Васильевич. – Ку шăматкун, февралĕн 28-мĕшĕнче, халăх пухăвне ирттересшĕн. Куратăр пуль – яваплă доклада хатĕрленетĕп. Ку тапхăрти тĕп ыйту – çураки. Акма тухиччен мĕнпур ĕç-пуçа малтанах тĕплĕн виçсе хаклама тивет. Ял çыннин пĕтĕм пурнăçĕ, ырлăх-пурлăхĕ çĕрпе çыхăннă. Тырпул тумасан, выльăх-чĕрлĕх тытаймастăн, укçа-пухча пухмасан, çурт-йĕр лартаймастăн...».

Уй-хире тухас çынсем, çĕрпелсем те, кайри-тукайсем те, уйрăмăнах механизаторсем, хастар кăмăллă: пурте, кашниех, хăйсен вырăнне аван пĕлеççĕ. Çĕрпелсен шучĕпе, тата Г.В.Романов калашле, çур енне çĕр çыннин тăпра вăраниччен вăранмалла-мĕн. Вăрлăхсене, яланхиллех, пахалăха, тухăçлăха шута хурса тиркевлĕ суйланă. Мĕнпурĕ пухутлă, кондициллĕ. Пĕрремĕш хут çĕрулмие «Гала» текен сортлине лартма йышăннă. Вăрлăхне Каçал енче туяннă. «Удача», «РедСкарлет» сортлисем Çĕрпел тăрăхĕнче хăйсене мухтамалăх унчченех кăтартнă. Иккĕмĕш çăкăр вырăнĕнчи паха тымарçимĕçе 55 гектар çинче лартса тăвĕç. Пĕрчĕллĕ тĕш тырă (тулă, сĕлĕ, урпа, пăрçа) 660 гектар йышăнать. Кĕркунне 270 гектар акса хăварнă. Çурхисем 390 гектар пулĕç. «Янгорчино» – кукурузăна пăрахман, ăна çаплах-ха тухăçлăн туса илме пĕлекен хуçалăх. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме сĕтеклĕ унашкал апат нумай кирлĕ çав, кăçал кунта 85 гектар çинчен пуçĕ тулса çитнĕ вăхăтра вырса илес теççĕ. Фермăсенче выльăх-чĕрлĕх йышлă, утă ытлă-çитлĕ кирлĕ. Акса çулмалли курăксем 135 гектар. Нумай çул ÿсекеннисем 350 гектар. Вĕсене пухса кĕртме пĕлтĕр ятарлă комбайн туяннă. Тырă вырма кăçал тепре «Acros» маркăллине илеççĕ. Минераллă удобренисене 60 тонна кÿрсе хунă. Тепĕр 50 тонна турттарса хураççĕ. Бензин (5 тонна), дизтопливо (25 тонна) çураки ирттерме çитет. Ака-сухана тÿрремĕн хутшăнакан механизаторсем – чи опытлăраххисем, вĕсем вуннăшĕ те хăйсен техникипе пĕрле ĕçе хатĕр.

Уй-хир паянлăха шур тăлăпне кĕç-вĕç сиресле çывăрать. Çÿл тÿперен çурхилле шăранса пăхакан янкăр хĕвел хресчен чунлĕ этеме хĕл ыйхинчен вăранма хĕтĕртет.

М.ВАСИЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика