28 февраля 2015 г.
Чăваш Республикин Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствинче 2014 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ. Ун пирки хаçат вулаканĕсене Анатолий Иванович КУЗЬМИН министр паллаштарать.
Патшалăх тата муниципаллă пурлăхран тупăш илни
Чăваш Республикин пĕрлехи бюджетне налук мар тупăш 2,5 млрд ытла тенкĕлĕх пырса кĕнĕ: 2013 çулхинчен 3 :, 2011 çулхинчен 34,8 : ытларах. Республикăн патшалăх пурлăхĕпе усă курнинчен тата тытса пынинчен республика хысни 590,5 млн тенкĕлĕх пуянланнă.
2008 – 2010 çулсенче республика бюджетне ку мелпе 1442 млн тенкĕ, 2011 – 2013 çулсенче 2109,4 млн тенкĕ пырса кĕнĕ.
Вăрнар район администрацийĕн даннăйĕсем тăрăх, вырăнти бюджет ку тĕспе 18,1 млн тенкĕпе пуянланнă, маларахри çулхинчен 2,2 хут ытларах. Налук мар тупăшран пысăк пайĕ – çĕр лаптăкĕсене сутнинчен илнĕ укçа: 7,9 млн тенкĕ (2013 çулхинчен 10,9 хут пысăкрах), муниципаллă харпăрлăхăн çĕр лаптăкĕсене арендăна панинчен: 6,2 млн тенкĕ (35 : ытларах), муниципаллă пурлăха приватизациленинчен: 2,7 млн тенкĕ (4,7 хут ытларах), муниципаллă пурлăха арендăна панинчен: 1,2 млн тенкĕ.
Патшалăх пурлăхне учета илни
Патшалăх пурлăхне тытса пырасси тата унпа усă курасси учета тулли тата пахалăхлă туса пынинчен тÿрремĕн килет. Чăваш Республикин патшалăх пурлăхĕн реестрĕнче çулталăк пуçламăшĕ тĕлне 11,3 пин куçман пурлăх объектне, 2830 çĕр участокне шута илнĕ.
2010 – 2014 çулсенче реестра 2285 объект хушăннă, ÿсĕм 25 :. Учета детальлесе, объектласа илес ĕç вăя кĕнĕ.
Патшалăх пурлăхне приватизацилесси
Республика пурлăхне тытса тăрассинчен тата унпа усă курассинчен илекен пĕтĕмĕшле тупăшран 40 проценчĕ приватизаципе çыхăннă. 2014 çулта республика бюджетĕнче вăл 226,08 млн тенкĕпе танлашнă. Вăл шутран 200,38 млн тенки – акцисене, 25,7 млн тенки ытти пурлăха сутнинчен. Приватизациленĕ объектсем вырнаçнă çĕр лаптăкĕсене сутнинчен бюджета 30,3 млн тенкĕ пырса кĕнĕ.
Патшалăх пурлăхне приватизацилесси халĕ уççăн пурнăçланать, унта кăмăл тăвакан кашни çын хутшăнма пултарать.
Сутăвăн эффективлăхĕ 2008 – 2010 çулсенче пулман, пурлăха пуçламăш хакран 61 млн тенкĕлĕх пĕчĕкрех хакпа сутнă пулсан, 2014 çулта вăл ÿснĕ – 41,2 млн тенкĕ тупăш панă.
Вăрнар районĕнче 2014 çулта пĕр объекта приватизациленĕ. Ку тĕсрен килнĕ тупăш 2762,8 пин тенкĕпе танлашнă.
Аренда тÿлевĕ
Налук мар тупăшăн тепĕр тĕсĕ – патшалăх харпăрлăхĕпе усă курнинчен аренда тÿлевне илни. 2014 çулта республика бюджечĕ унран 205,1 млн тенкĕпе пуянланнă.
2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 120 ытла куçман пурлăх объектне, çавăн пекех 865 çĕр лаптăкне арендăна панă. Аукционсен эффективлăхĕ виçĕ хут ÿснĕ, çакна пула бюджета 44,1 млн тенкĕ пырса кĕнĕ. Аренда хутшăнăвĕсене йĕркелессипе пысăк ĕç пурнăçланă.
Ирĕклĕ çĕр лаптăкĕсем
Çĕр çаврăнăшĕн уççăнлăхне тата инвестицисен паха хутлăхне туса хурас тĕллевпе 2013 çулта Чăваш Республики ирĕклĕ çĕр лаптăкĕсен информаци ресурсне Раççейре пĕрремĕш туса хучĕ. Унта Чăваш Республикин патшалăх, муниципаллă харпăрлăхĕнчи, çавăн пекех патшалăх харпăрлăхĕпе чикĕлемен çĕрсем çинчен калакан сведенисене кĕртнĕ. Вĕсем çинче эконом-класлă çурт-йĕр, промышленность паркĕсем, технопарксем, бизнес-инкубаторсем тата территорие аталантаракан ытти объектсене çĕклеме ирĕк пур.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, «инвесторсен ирĕклĕ çĕр участокĕсем ăçта вырнаçни тата вĕсен лаптăкĕсем, инфраструктури çинчен тĕп-тĕрĕс информаци илме, вĕсем тăрăх инвестици проектне пурнăçлас йышăнăва тума май пур».
Паянхи куна Пĕрлехи информаци ресурсĕнче 205 çĕр лаптăкĕ (552 га) çинчен сведенисем пур.
Вăрнар районĕнче ку ресурса 7 çĕр лаптăкĕ тĕлĕшпе информаци кĕртнĕ: 5-шĕ – çурт-йĕр строительстви валли, 2-шĕ – инвестици проекчĕсене пурнăçлама. Икĕ çĕр лаптăкĕнче çурт тăвас тĕллевпе ĕçсем пыраççĕ.
Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем
Ку çĕрсем уйрăмах хаклă. Республикăра вĕсем çĕр фончĕн 55 процентне е 1009,3 пин га йышăнаççĕ, вăл шутран 543,4 пин гектарĕ – пай çĕрĕсем.
Михаил Игнатьев Чăваш ене ертсе пыма тытăнсанах çĕр хутшăнăвĕсен сферинче йĕрке тăвас задачăна лартрĕ. Çавна май 2011 çултанпа республикăра çĕр лаптăкĕсене харпăрлăха куçарас ĕç вăйлă пырать.
2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 354 пин га ял хуçалăх çĕрне харпăрлăха илнĕ. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем 231,4 пин га çĕр пайĕпе усă курманнине палăртнă. Вĕсенчен муниципаллă пĕрлĕх харпăрлăхне 96,2 пин га куçарнă. Ку тĕлĕшпе ĕç малалла пырать. Хальхи вăхăтра патшалăх кадастр учетне 31,6 пин га çĕр илнĕ, 4,5 пин га лаптăка торгине тăратнă, 1,2 пин гектара харпăрлăха, 11,9 пин гектарне арендăна панă. Анчах та хальлĕхе ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 40 пин га çĕре çаврăнăша кĕртмен-ха. Çавна май республика Пуçлăхĕ çывăх çулсенче ку çĕрсене муниципаллă харпăрлăха куçарас ĕçе вĕçлес, вĕсемпе тухăçлă усă курса бюджета пуянлатас задачăна лартрĕ.
Вăрнар районĕнче çулталăк пуçламăшĕ тĕлне хуçасăр çĕр пайĕсем 18337 га йышăнаççĕ. Вĕсенчен муниципаллă харпăрлăха 3150 гектарне регистрациленĕ. Патшалăх кадастр учетне 867 га тăратнă.
«Халăх инвентаризацийĕ»
Ирĕклĕ çĕр лаптăкĕсене инвентаризацилес ĕç вăхăтĕнче иртнĕ çул 2 пин çĕр лаптăкне тупса палăртнă. Вĕсенчен 109 лаптăкне çаврăнăша илнĕ, 31-шне Пĕрлехи информаци ресурсне кĕртнĕ.
Вăрнар районĕнче «халăх инвентаризацийĕ» пушă тата эффективлă усă курман 78 çĕр лаптăкне тупса палăртнă.
Йышлă çемьесене – çĕр лаптăкĕсем
Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерме нумай ачаллă 5379 çемьене учета илнĕ, вĕсенчен 3143-шне çĕр уйăрнă.
Муниципалитетсенче шутра тăракан ку категорири мĕнпур çемьене çурт е дача çĕклеме, хушма хуçалăх тытса пыма лаптăксем уйăрса парас задача çивĕч тăрать.
Вăрнар районĕнче учетра пĕтĕмпе 217 çемье. 131 çемьене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернĕ.