Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фольклор калаçма вĕрентет

28 февраля 2015 г.

Çĕньял Хапăсри «Ивушка» ача садĕнче тимлекен Татьяна Гаврилова кĕçĕннисен калаçу чĕлхине аталантарас ĕçре фольклор мелĕпе анлă усă курать. Ку енĕпе вăл иртнĕ çул вĕçĕнче республикăри наукăпа практика конференцине те хутшăннăччĕ.

Ачасене чăваш фольклорне вĕрентессин усăлăхне педагог чи малтанах çакăнпа сăлтавлать: ку мел чăваш чĕлхине ăнланмалла йышăнма тата наци культурипе çывăхланма пулăшнипе. Вăйă мелĕсемпе анлă усă курать, вĕсене сăвă-юрăпа пуянлатать. Ачасем çакна лайăх йышăнаççĕ. Сăпка юррисене, чĕнÿ-йыхрав сăвви-юррине килĕштереççĕ çеç мар, лайăх астуса юлаççĕ. Вĕсенче – ачаранах пурте пĕлекен тĕп сăнарсем-çке.

– Фольклор 2–3 çулхи ачасен калаçу чĕлхине уçать çеç мар, тавракурăма та вăйлах аталантарать, – пĕлтерет Татьяна Викторовна.

С.СВЕТЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика