Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иммунитет вăйĕ хамăр алăра

28 февраля 2015 г.

Çак куна Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн пуçарăвĕпе 2002 çултанпа паллă тăваççĕ. Вăл çынсене иммун чирĕсемпе çыхăннă ыйтусене тимлĕх уйăрма тата иммун системине çирĕплетме вĕрентес тĕллевлĕ.

Мĕнрен килет-ха иммунитет; Пĕрремĕш иммуномодулятор – амăшĕн сĕчĕ. Шăпах вăл пепкен организмне сыхлать, хÿтĕлев клеткисене йĕрклеме пулăшать.

Иммунитет пыршăлăх ĕçĕнчен килет: иммун тытăмĕн «клеткисен» 80 проценчĕ унта вырнаçнă. Эпир çиекен апат-çимĕç пирĕн курăнман хÿтĕлевçĕсене е вăйсăрлатать, е вăйлатать. Пахчаçимĕç, йÿçек сĕт продукчĕсем ытларах çимелле. Ытлашши пылак шăлсене пĕтерет кăна мар, хырăм ай парĕн ĕçне вăйсăрлатать, сахăр диабечĕ патне илсе çитерме пултарать. Антибиотиксене асăрхавсăр çини те иммун тытăмĕшĕн япăх. Çавăнпа эмелсене тухтăр канашлăвĕсĕр ĕçмелле мар.

Иммунитет вăйĕн 50 проценчĕ пирĕн пурнăç йĕркинчен килет. Пăшăрханусем, стресс, тĕрĕс мар апатланни, çывăрса тăранманни, хĕвел çинче нумай çÿрени, ытлашши нумай ĕçлени, ларса ĕçлени – ун тăшманĕсем. Çавăн пекех чĕлĕм туртни те, алкоголь те, наркотиксем те.

Тăтăш чирлени, температура вăрах пысăк пулни, хăвăрт ывăнни, сыпăсем тата мышцăсем ыратни, ыйхă çĕтни, пуç пĕрмаях ыратни, ÿт çине шатрасем тухни – пĕтĕмпех иммун тытăмĕ пăсăлнин паллисем.

Иммунитета çирĕплетмелли тĕп мел – сывă пурнăç йĕрки. Кун тата кану йĕркине, гигиенăна пăхăнассине йăлана кĕртмелле. Пÿлĕме уçăлтармалла, тасалăхра тытмалла.

Апат рационне чĕрĕ тата типĕтнĕ улма-çырла, тинĕс пулли тата тинĕс продукчĕсем, мăйăр, хуратул тата сĕлĕ кĕрпи, хуппипе пĕçернĕ çĕрулми, ыхра, пуçлă сухан тата порей сухан кĕртмелле.

Хусканусем ытларах тумалла, ишмелле, мунча кĕмелле, тăраниччен çывăрмалла. Кунне 3–5 минут çара уран утмалла. Оптимист пулмалла. Ытларах кулмалла.

Г.ТЮРИНА,

республикăри профилактика,

сиплĕ физкультура тата спорт

медицинин центрĕн тухтăрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика