25 февраля 2015 г.
Районта иртнĕ черетлĕ сывлăх кунĕнче район администрацийĕн ĕçченĕсем йĕлтĕрпе чупса ăмăртнă. Арçынсенчен финиша Леонид Николаев пуçлăх пĕрремĕш çитнĕ, хĕрарăмсенчен – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн бухгалтерĕ Екатерина Герасимова.
Хыççăн йĕлтĕр йĕрĕ çинче Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн ĕçченĕсем командăпа тата уйрăмшар зачетра тупăшнă.
«Кристалл» тăрăллă пăр катокĕнче Ю.Антонова асăнса уçă турнир иртнĕ. Унта тăватă команда хутшăннă.