21 февраля 2015 г.
Хапăсри вăтам шкулти çамрăк пушар сÿнтерекенсен дружини аслă юлташĕсемпе – МЧС службин районти сотрудникĕсемпе – туслă çыхăну тытать. Çак кунсенче вĕренекенсем патĕнче хăнара Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн инженерĕ Ирина Максимова тата ВДПО-н Вăрнарти вырăнти уйрăмĕн председателĕ Людмила Калитова пулнă. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем ачасене инкексем тĕлĕшпе районти лару-тăрупа паллаштарнă, вĕсен сăлтавĕсене аса илнă май хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмаллине асăрхаттарнă. Ачасем тест ыйтăвĕсене те аван хуравланă, вут-çулăм сиенĕнчен хÿтĕленме пĕлнине кăтартнă.
Вĕренекенсен тĕллевĕ пысăк – кăçал вĕсем «Çамрăк пушар сÿнтерекенсен слечĕ» республика конкурсне хутшăнасшăн. Ăмăрту условийĕсем паллă ĕнтĕ, ĕмĕте пурнăçлама кунсерен хатĕрленмелли кăна юлать.
И.ЯКОВЛЕВА.