Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малтисен йышĕнче

21 февраля 2015 г.

Çăлавçăсен службинче хăюллă, кашни кун паттăрлăх кăтартма хатĕр çынсем ĕçлеççĕ. Çакă ахальтен мар – вĕсен пĕрмаях хăрушлăха куçа-куçăн тăма тивет-çке. Çав шутра çул çинчи инкексенче те вĕсен хастарлăхне, хăвăрт та тĕрĕс пулăшу пама пултарнине пула вуншар-çĕршер çын пурнăçне çăлса хăварма май килнĕ.

Професси ăсталăхне ÿстерсех тăрас тĕллевпе çăлавçăсен пушă вăхăчĕ вĕçĕмех вĕренÿре, тренировкăсенче иртет. Хăйсем хушшинче чи маттуррисене, пултаруллисене палăртасси те ырă йăлана кĕнĕ. Нумай пулмасть республикăри МЧС сотрудникĕсем каллех хăйне евĕрлĕ ăмăртура тĕл пулнă. Хальхинче – аварисем вăхăтĕнче çăлав ĕçĕсене ирттерес енĕпе. Куславккара иртнĕ тупăшусене республикăри пушара хирĕçле службăн 9-мĕш отрядне кĕрекен подразделенийĕсен сотрудникĕсем хутшăннă% Канашри, Вăрнарти, Йĕпреçри, Куславккари, Сĕнтĕрвăрринчи, Вăрмарти тата Çĕрпÿри пушар чаçĕсен командисем. Хамăр район чысне хÿтĕленĕ çăлавçăсем   хальхинче те хăйсем чăн-чăн профессионалсем пулнине çирĕплетнĕ. Пысăк ăсталăх кăтартса 27-мĕш пушар чаçĕн ушкăнĕ призерсен йышне кĕнĕ – виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика