21 февраля 2015 г.
Çарта тăракан Вăрнар каччин Артем Кирилловăн спортри çитĕнĕвĕ çинчен нумай пулмасть хаçатра çырнăччĕ. Хальхинче каччă тата сумлăрах турнирта палăрнă.
Калининград облаçĕнчи Балтийск хулинчи ЦСКАн спортпа сывлăха çирĕплетекен комплексĕнче алă вăйĕпе кĕрешессин çарти тĕсĕпе иртнĕ Раççей Тинĕс-çар флочĕн чемпионатне Артем Çурçĕр флочĕн команди йышĕпе хутшăннă.
70 ытла салтак çичĕ виçе категорийĕнче тупăшнă. Кашни тытăçăва 3 минут уйăрнă.
Пирĕн ентеш 80 килограмчченхи виçере иккĕмĕш вырăн йышăннă. Хăй службăра тăракан флот командине виççĕмĕш вырăна кăларассине сумлă тÿпе хывнă. Пĕтĕмĕшле зачетпа çĕнтерÿçĕ Кубокĕ Балти флотĕнче тăракансене тивĕçнĕ. «Кĕмĕл» – Тинĕс-çар флочĕн пĕрлешÿллĕ вĕрентÿ центрĕн кĕрешÿ ăстисенче.
Çак çитĕнÿсенче, паллах, Артемăн Вăрнарти пĕрремĕш тренерĕн Виталий Петрович Трофимовăн тÿпи пысăк. Шăпах вăл каччăн кĕрешÿри ăсталăхне курма пултарнă, вăл пысăк шанăç хунине палăртнă.