21 февраля 2015 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 70 çул çитнĕ май Çĕнтерÿ чапĕ çулсерен те çулсерен ÿссе, «Никама та манман, нимĕн те манăçман» сăмахсен чăнлăхĕ çирĕпленсех пырать. Шыравçăсем-тĕпчевçĕсем çапăçу хирĕсенче пиншер-пиншер салтак шăпине уçăмлатрĕç, вĕсем ăçта тата мĕнле вилнине, пуç хунине тупса тăванĕсене пĕлтерчĕç.
Ку çеç те мар, халĕ ашшĕсем, аслашшĕсем хăй вăхăтĕнче ачисене, мăнукĕсене каласа паман саманчĕсем, пурăннă вăхăтра алла илеймен наградисем çинчен те пĕлме май пур. Интернетра нумаях пулмасть «Халăх паттăрлăхĕ» сайт уçăлнă. Унта вăрçа хутшăннă пин-пин салтакăн фронтри çулĕпе паллашма, мĕнлерех наградăсене тивĕçнине тупма пулать.
Интернета пулах мăнукĕсем Вăрнарта пурăннă Климентий Тимофеевич Тимофеева Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланине пĕлнĕ. Награда хутне 1945 çулхи февралĕн 16-мĕшĕнче алă пуснă.
Климентий Тимофеевич 1923 çулта Хурăнсур Çармăс ялĕнче çуралнă. Вăрçа ăна 1942 çулхи июньте илсе кайнă. Калинин, 1-мĕш Белорусси, 1-мĕш Прибалтика фрончĕсен йышĕнче çапăçнă. Малтанхи çулнех аманнă.
«Артиллери командующипе пĕрле çÿрекен радиостанци начальникĕ пулнă май, Тимофеев красноармеец хăйĕн рацийĕпе тăшмана хирĕç 1945 çулхи январĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 3-мĕшĕччен пынă çапăçусем вăхăтĕнче çар чаçĕпе тата корпусĕпе татти-сыпписĕр çыхăнупа тивĕçтернĕ», – палăртнă награда хутĕнче.
Çакнашкал тĕслĕхлĕ ĕçшĕн артиллери командующийĕн Тавне темиçе хутчен те тивĕçнĕ. 3-мĕш Прибалтика фрончĕн 82-мĕш дивизийĕн артиллери командующийĕн 1944 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнчи приказĕпе заданисене пурнăçланă чухне хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн К.Тимофеев «Хăюлăхшăн» медале тивĕçнĕ.
Климентий Тимофеевич связист вăрçă вĕçленнĕ хыççăн 1949 çулччен Германире службăра тăнă. Вăрнара таврăнсан тивĕçлĕ канăва тухичченех хими заводĕнче слесарьте тимленĕ. Ăста специалист çамрăксене нумай вĕрентнĕ, оборудование çĕнетессипе рационализаторла сĕнÿсем чылай панă. Çав тери сăпайлă çын пулнă, вăрçăри паттăрлăхĕпе те, ĕçри çитĕнĕвĕсемпе те мухтанса çÿреме юратман.
Мухтанмалăх сăлтавĕ пур, паллах. Çирĕп çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе виçĕ ача çитĕнтернĕ. Пĕри – пултаруллă строитель, иккĕшĕ – мал опытлă педагогсем. Маргарита Климентьевна нумай çул Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул директорĕнче ĕçлерĕ, ертсе-ĕçе йĕркелесе пырас ăсталăхĕпе тăван вĕренÿ заведенийĕн чапне республика, çĕршыв таран çĕклеме пултарчĕ.
С.ЧИКМЯКОВА.