18 февраля 2015 г.
Санарпуçĕнчи вăтам шкулта К.В.Иванов çулталăкне халалласа ирттернĕ ĕçсем кунсерен аталанса пыраççĕ. 8–11-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче поэта халалланă «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» пултарулăх конкурсĕ иртрĕ. «Чи лайăх эссе», «Чи лайăх сăвăсен ярăмĕ», «Чи лайăх ÿкерчĕк» номинацисенче ăмăртрĕç вĕсем. К.В.Иванова халалласа сăвăсем хыврĕç, поэт пурнăçĕпе пултарулăхĕ тăрăх философиллĕ тарăн, пур енлĕ тĕпчевлĕ те илемлĕ чĕлхепе эссе çырчĕç. Ÿкерÿ ăсталăхне кăмăллакансем «Нарспи» поэма тăрăх тĕрлĕ ÿкерчĕксем хатĕрлерĕç. Чи маттуррисен шутĕнче: Таня Антонова, Настя Иванова, Андрей Никандров, Руслан Кириллов. 10-мĕш класра вĕренекенсем те хастар пулчĕç: Анжела Иванова, Инесса Дмитриева, Валерия Гаврилова, Регина Краснова, Марина Осипова, Настя Волкова.
Чи ăнăçлă ĕçсемпе республика шайĕнче К.В.Иванова халалласа Наци конгресĕ ирттерекен «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» конкурса хутшăнатпăр. Çĕнтерÿçĕсен ретне тăрасса çирĕп шанатпăр.
И.СЕМЕНОВА.