18 февраля 2015 г.
Кăçалхи январьтен «Раççей Федерацийĕн Вăрман кодексне тата Раççей Федерацийĕн административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексне улшăнусем кĕртесси çинчен» федераллă саккунăн 2-мĕш статйин хăш-пĕр положенийĕсем ĕçлеме пуçларĕç. Вĕсем вăрман пуянлăхĕпе усă курас йĕркене сисĕнмеллех çирĕплетни курăнать. Саккуна пăсса йывăç касса турттаракансем çакна малашне хăйсем çинче аван туйса илĕç – кун пеккисене штраф кăна мар, транспорта туртса илесси таранах явап кĕтет.
Саккунра палăртнă тĕп шухăшсене ЧР Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин «Вăрнар лесничестви» хысна учрежденийĕн директорĕ Сергей Николаевич АНИСИМОВ ăнлантарса парать:
– 415-мĕш номерлĕ ку саккуна 2013 çулхи декабрьтех йышăннă. Унăн нормисем вăрман продукцийĕпе сутă тăвас тĕлĕшпе вăрттăн ĕçсене тĕп тăвас тĕллевлĕ. Улшăнусем тапхăрăн-тапхăрăн икĕ çулта вăя кĕреççĕ. Кăçалхи январьтен кĕнĕ çĕнĕлĕхсем, тĕпрен илсен, касса хатĕрленĕ йывăçа турттарма ятарлă документ кирлипе çыхăннă. Саккунра уçăмлăн çырнă: енчен те алăра вăрман продукцийĕпе пĕрле пыракан (сопроводительный) документ пулмасан, йывăçа кирек мĕнле транспортпа та турттарма юрамасть.
Документра каснă йывăç харпăрлăхçи, груза яракан тата илекен, турттаракан çинчен, йывăç тĕсĕпе калăпăшĕ пирки сведенисене, йывăçа ăçтан илсе тухса хăш вырăна турттарнине кăтартмалла. Кунсăр пуçне сделка декларацийĕн номерне, йывăçа турттаракан транспорт хатĕрĕн патшалăх регистраци номерне кĕртни те кирлĕ.
Уйрăм каламалла: саккунăн 2-мĕш статйин 1-мĕш пайĕнчи требованисем граждансем хăйсене усă курма хатĕрленĕ йывăçа илсе тухассине пырса тивмеççĕ.
Турттарма ирĕк паракан документа хатĕрлессишĕн каснă йывăç харпăрлăхçисем – организаци-учрежденисем, уйрăм предпринимательсем – яваплă. Йĕркине РФ Правительствин пĕлтĕрхи июнĕн 21-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ. Унта палăртнă тăрăх, документра харпăрлăхçăн хушамат-ятне, ашшĕ ятне, должноçне туллин çырмалла, алă пусни те кирлĕ, анчах пичет лартмалли çинчен каламан.
– Сергей Николаевич, саккун ыйтнине пурпĕрех пăхăнас теменнисене мĕнле явап тыттарма пăхнă;
– Касса хатĕрленĕ йывăçăн саккунсăр çаврăнăшĕшĕн кăçалтан административлă явап кĕртнĕ. Йывăçа ятарлă документсăр турттарни халĕ административлă право йĕркине пăсни шутланать (кодексăн 8.28.1-мĕш статйин 5-мĕш пайĕ).
Урăхла каласан, документ кăтартаймарăн-тăк – штраф тÿле: должноçри çынсем валли штраф виçи – 30 пинтен 50 пин тенкĕ таран, организаци-учрежденисене – 500 пинтен 700 пин тенке çити. Çакăнпа пĕрлех йывăçа та туртса илеççĕ, ăна турттарнă транспорт хатĕрне те конфискацилеме пултараççĕ.
Тепĕр саманта та уйрăммăн асăрхаттарса хăваратăп. Пĕлтĕрхи февральтен акă РФ Вăрман кодексĕн 30-мĕш статйин 4.1-мĕш пайĕ вăя кĕнĕччĕ. Унăн тĕп шухăшĕ – граждансене хăйсене усă курма хатĕрленĕ йывăçа урăх çынсене уйăрса пама чарни. Çапла майпа, граждансем хăйсене валли каснă йывăçпа çыхăннă сделкăсем (суту-илÿ, улăштарни, парнелени тата ытти), гражданла саккунсемпе килĕшÿллĕн, пĕлтĕрхи февральтен вăя кĕмен шутланаççĕ.