18 февраля 2015 г.
Хĕç-пăшала, унăн пайĕсене, çар хатĕрĕсене тата сирпĕнекен япаласене саккунсăр майпа туяннăшăн, панăшăн, сутнăшăн, упранăшăн, турттарса тата илсе çÿренĕшĕн, хатĕрленĕшĕн РФ Уголовнăй кодексĕн 222–223-мĕш статйисемпе явап тыттараççĕ. Айăплав çирĕп – ирĕкрен хăтарма та пултараççĕ. Анчах та çулсеренех граждансем хушшинче ăнлантару ĕçне ирттерсен те право йĕркине пăсакансем тупăнаççĕ. Иртнĕ çулта акă Элĕк районĕнче саккунсăр майпа хĕç-пăшал упранăшăн уголовлă икĕ ĕç пуçарнă. Айăплисене суд тенкелĕ çине лартнă. Кăçал вара Шĕмшеш ял тăрăхĕнчи пĕр çын хăйĕн кил-хуçалăхĕнче вуллине кĕскетнĕ пăшал (обрез) упранине тупса палăртрăмăр.
Район хаçачĕ урлă пĕлтернĕччĕ: хĕç-пăшала тата унăн пайĕсене районти полици пайне хăй ирĕкĕпе килсе паракан граждансене укçан хавхалантарма пăхнă.
Çакна та палăртмалла: регистраци срокĕ тухнă пăшалсене çĕнĕрен регистрацилеме те манмалла мар. Саккун çине алă сулнисене 1000 тенкĕрен пуçласа штраф тÿлеттерме е 15 талăклăха арестлеме те пултараççĕ.
А.САМОЛЕТОВ,
«Вурнарский» пайăн лицензи парассипе
тимлекен инспекторĕ полици аслă лейтенанчĕ.