Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕхре – ачасем

18 февраля 2015 г.

Ачасене хирĕçле преступленисене, вĕсем хăйсем право йĕркине пăснă тĕслĕхсене асăрхаттарасси – полици ĕçĕ-хĕлĕнчи тĕп задачăсенчен пĕри. Федераллă саккунсене, РФ Шалти ĕçсен министерствин приказĕсене çирĕп пăхăнса тимленĕ май, ку енĕпе пысăк ĕç пурнăçланать. Йĕрке хуралçисемпе пĕрлех профилактика мероприятийĕсене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, медицинăпа культура ĕçченĕсем, обществăлла организацисем тата ыттисем хутшăнаççĕ, çакă районти нумай çамрăка тĕрĕслеве илме май парать.

Пĕлтĕрхи пĕтĕмĕшле кăтартусене илес-тĕк, районта çула çитменнисем хутшăннипе пулса иртнĕ киревсĕр ĕçсен шучĕ ÿсни курăнать. Январь–декабрь уйăхĕсенче виçĕмçулхипе танлаштарсан 4 преступлени ытларах, 18 çырăнчĕ. Вĕсене шкулсенче вĕренекенсем çиччĕн, ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем вун виççĕн, олимп резервисен училищинче вĕренекен пĕр çамрăк тата ниçта ĕçлемен-вĕренмен виçĕ çамрăк хутшăннине палăртмалла.

Саккуна хирĕçле мĕнле ĕçсемшĕн йĕрке хуралçисен аллине лекнĕ-ха вĕсем; Чылайăшĕ – вăрă ĕçĕпе хăтланнăшăн. Тĕрлĕ сăлтавсем хĕтĕртеççĕ ют пурлăха çаратма, çапах та çамрăксем хушшинче ку чи анлă сарăлнă преступлени. Сăмахран, урамра лартса хăварнă автомашинăсене сĕмсĕррĕн тустарни пулнă. Вăрнарта, акă, çамрăксен ушкăнĕ А.Иванов урамĕнчи гараж çывăхĕнче ларакан машинăран каçхине автомагнитола кăларса илнĕ, çавсемех Упнерте те ВАЗ-2106 машина салонĕнчен икĕ урапа йăтса тарнă. Вĕсем тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçсене амнистие лекнине пула кăна чарса лартнă. Ют çынсен кил-çуртне саккунсăр майпа кĕме май тупса пурлăха вăрланипе çыхăннă преступленисем Калинино салинче, Упнер, Çĕнĕ Мĕлĕш ялĕсенче, поселокра çырăннă. Çамрăксем хăйсен вăйне ниçта чикеймесĕр, тем пайлаймасăр пĕр-пĕринпе вăрçăнса кайни, хĕнени те пĕрре мар пулнă.

Кăçал январьте çула çитменнисен айăпĕпе пĕр преступление регистрациленĕ – хальхинче те ют пурлăха çаратни.

Хальхи вăхăтра инспекци учетĕнче 40 ача тăрать: вĕсемпе кашнинпех уйрăммăн профилактика ĕçне ирттеретпĕр. Çамрăксем чылаййăн, ушкăнсемпе пухăнакан вырăнсене те куçран вĕçертместпĕр. Кашни вĕренÿ заведенийĕнчех полицин участокри уполномоченнăйĕсемпе, çула çитменнисемпе тимлекен комисси, хăй тытăмлăх органĕсен представителĕсемпе пĕрле вĕрентÿллĕ калаçусем ирттернĕ, вĕсенче çивĕч ыйтусем хускатнă.

Учетри ачасем хăйсене мĕнле тытнине, каçхи вăхăтра килте пулнине кунсерен тĕрлĕ ял поселенийĕсенче тĕрĕслетпĕр, оперативлă мероприятисем вăхăтĕнче кăçал çула çитменнисем енĕпе 19 административлă протокол çырнă. Çав шутра – обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренĕшĕн (1), ашшĕ-амăшĕсем ачисене пăхассипе тата воспитани парассипе хăйсен тивĕçĕсене пурнăçламаншăн (16), çула çитменнисене эрех-сăра ĕçме тата ăса минретекен япаласемпе усă курма явăçтарнăшăн – пĕрер.

Паянхи куна ăнăçсăр, ачисем çине япăх витĕм кÿрекен 14 çемьене шута илнĕ, вĕсене те кулленхи асăрхавра тытатпăр.

Учетра тăракан кашни ача е çамрăк çумне уйрăм полици сотрудникне çирĕплетни те профилактика ĕçне пысăк тÿпе хывать.

Т.МАСЛЕННИКОВА,

«Вурнарский» пайăн çула çитменнисен

ĕçĕсемпе тимлекен инспекторĕ

полици аслă лейтенанчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика