18 февраля 2015 г.
Район хаçатĕнче анчахрах пичетленнĕ «Пирĕн те çĕнĕ ача сачĕ пулать!» статьяна вуласа тухнă хыççăн чун савăнăçпа тулчĕ. Ара, тепĕр темиçе уйăхран Вăрнарта тата 145 ача çĕнĕ садике çÿреме тытăнĕ. Вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн мĕнешкел савăнăç!
Пăртасра вара çак ыйту уйрăмах çивĕч тăрать. Пирĕн тăрăхри ялсенче 3–7 çулхи ачасем 79-ăн. Анчах районти чи пысăк ялта ача сачĕ çукки хытă пăшăрхантарать. Хăшĕ-пĕрисем хăйсен тĕпренчĕкĕсене садике Вăрнара илсе çÿреççĕ. Паллах, ашшĕ-амăшĕн самаях ăшталанма лекет – ир-ирех тăрса кил-хуçалăхра ĕç-пуçа пуçтармалла, унтан Вăрнара ĕлкĕрмелле.
Пĕлтĕрхи ĕç-хĕле тишкерсе пĕтĕмлетме ял-йышпа ирттернĕ пухура халăха хумхантаракан чылай ыйтăва çĕклерĕмĕр. Садик çук тетпĕр, анчах Пăртасра совет тапхăрĕнче çĕклесе лартнă виçĕ хутлă капмар çурт ларать. 364 ача вырнаçмалăх тунă ăна, паян унта 110 ача вĕренет. Пушă пÿлĕмсем темĕн чухлех. Çак çуртра ача сачĕ валли кĕтес тупма нивушлĕ май çук?
Тепĕр ыйту пирки те чарăнса тăрасшăн. Ял администрацийĕн пуçлăхĕ пухура пĕлтернĕ тăрăх, юлашки вăхăтра пирĕн енче усал-киревсĕр ĕç тунă ачасен шучĕ ÿссе пырать иккен. Тепĕр тесен, ырă ĕç тума ырă кĕтесĕ сахалтарах-çке. Хĕл кунĕсенче çамрăксен хăйсен вăйне ăçта чикмелле? Темиçе çул каялла ялти шкулта ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцийĕ хитре ĕçлесе пыратчĕ. Паллă тренер вĕрентсе пынипе Пăртас ачисен спортри пултарулăхĕ çултан-çул ÿссе пычĕ. Хăшĕ-пĕрисем Раççей шайĕнчи турнирсенче те палăрма ĕлкĕрчĕç. Анчах тем сăлтавпа-çке секци занятийĕсене шкулта ирттерме пăрахтарчĕç. Çапла вуншар ачан ĕмĕчĕ татăлчĕ. Спорта чунтан парăннăранах ĕнтĕ унччен секцире кĕрешнисенчен хăшпĕрисем хăйсен ырă вăйне ниçта чикейменнипе Мăньял Хапăса теннисла выляма çÿреççĕ, унта тренер пур теççĕ.
Сăмах май калас-тăк, Пăртас каччисемпе хĕрĕсем вăй-хал тĕлĕшĕнчен яланах палăрса тăнă, спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче ырă тĕслĕх кăтартнă. Физкультура учителĕ Валерий Михайлович Яковлев çамрăк ăрăва спортпа туслаштарас тĕлĕшпе тунă пархатарлă ĕç нихăçан та манăçмĕ. Пăртасра çуралса ÿснĕ паллă спортсменсемпе – СССР спорт мастерĕсемпе – хăвăрт утассипе Совет Союзĕн пĕрремĕш чемпионкипе Валентина Петровапа, Николай Романов самбистпа, çавăн пекех пăшалтан тĕл перессипе Раççей спорт мастерĕ ята тивĕçнĕ Владимир Типушкинпа хăпартланатпăр.
Спорта аталантарассипе Чăваш Республики Раççей шайĕнче ырă тĕслĕх кăтартнине шута илсен, Пăртасра ку енĕпе сÿрĕк-тимсĕр пулни вара питĕ тĕлĕнтерет. Шкулăн спорт залĕн алăкĕсем çамрăксемшĕн хупă пулмалла-ши; Пухура çакăн пирки те сăмах пычĕ. «Мартăн 1-мĕшĕнчен спортзала каçхине улттăран тăхăр сехетчен уçса паратăп», – шантарчĕ ялти вăтам шкул директорĕ В.Уткин. Тем пекехчĕ. Пухăва хутшăннă В.Горбунов та – район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – спортзал алăкĕсем яланах уçă пулма кирлине палăртрĕ, халăха, уйрăмах çамрăксене, спорта пур енлĕн явăçтармалла терĕ.
Юлашкинчен пурне те хумхантаракан питĕ усал йăла пирки. Çамрăксем эрех-сăрапа ытларах та ытларах айкашма тытăнни хытă шутлаттарать. Çак чиртен сывалма питĕ йывăр. Çавăнпа та çамрăк ăрăвăн пуласлăхĕ-малашлăхĕ пирĕн, аслисен, аллинче. Ир килет те каç пулать, ĕç кунĕ иртет, тесе пурăнас марччĕ. Çамрăксем пирки ытларах шутласчĕ, вĕсене киревсĕр ĕçсем тума, усал йăласемпе туслашма парас марччĕ. Хамăр вырăна тăван яла, района, республикăна, Раççее чунтан юратакан, вĕсемшĕн хыпса çунакан сывă ăру хăварасчĕ. Ватăлсан вĕсен куçĕнченех пăхмалла пулĕ. Канлĕ ватлăхпа хисепе нимĕнле укçапа та туянаймăн. Вăл вăхăтра ачасем ырă та ăшă сăмах хушса иртни те ылтăн-кĕмĕлтен темиçе хут хаклăрах пулĕ...
Надежда ПОРФИРЬЕВА,
Пăртас ял поселенийĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ.