14 февраля 2015 г.
Кĕрешÿ тĕсĕ республикăра анлă вăй илнĕрен, ку енĕпе ăмăртусем те час-часах иртеççĕ. Вăрнар кĕрешÿçисем вĕсене май пур таран хутшăнма тăрăшаççĕ.
Хĕрсем хушшинче иртнĕ Мускав первенстви Çĕньял Хапăс хĕрĕшĕн Регина Красновашăн каллех ăнăçлă иртнĕ. Вăл унта пĕлтĕрхи пекех чемпион пулса тăнă. Унăн тантăшĕ, Элмен Сунарти Марина Осипова, кĕмĕл медале тивĕçнĕ.
Патăрьел районĕнче Чăваш Республикин физкультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн В.Семеновăн парнисемшĕн иртнĕ уçă турнирта та вăрнарсем лайăх результатсем кăтартнă. 1-мĕш шкулта вĕренекен Никита Львовăн тата халĕ Шупашкарти олимп резервисен училищинче вĕренекен Сергей Кирилловăн çитĕнÿсен енчĕкĕсене тепрер ылтăн медаль хушăннă.
Тĕмпек тата Мăн Турхан хĕрĕсем, халĕ Çĕнĕ Шупашкарти олимпиецсене хатĕрлекен шкулта вĕренекенскерсем, – кĕмĕл призерсем.
Елена Ластухина (2-мĕш шкул), Милена Федорова, Дима Прокопьев (1-мĕш шкул), Рома Львов (ЧППУ), Настя Дмитриева (Санарпуç шкулĕ) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Нумай чухне спортсменсене, лайăх результатсем илме пĕтĕм шанăç пур пулин те, çула тухма укçа-тенкĕ çителĕксĕрри чăрмантарать. Юрать, пирĕн хушăра çамрăксен çулне уçакансем пур. Кĕрешÿçĕсене хальхинче ку енĕпе «Рабица» пĕрлешÿ (ертÿçи Евгений Архипов) пулăшнă. Алексей Игнатьев фермер вара кĕрешÿçĕ тумне туянма укçа-тенкĕпе тивĕçтернĕ.
С.ЧИКМЯКОВА.