Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке тусĕсем

14 февраля 2015 г.

Пĕлÿ тĕнчи ачасемшĕн кĕнекерен уçăлать. Вĕсене мĕн пĕчĕкрен калав-юмахсемпе туслаштарма тăрăшмалла, хайлавсенчи сăнарсен тĕслĕхĕпе ырри-япăххине уйăрма вĕрентмелле.

Çак кунсенче акă Вăрнарти тĕп библиотекăн ача-пăча литературин пайĕнче Вăрнарти 2-мĕш шкулта 1 «В» класра вĕренекенсем Светлана Антонова вĕрентекенпе пĕрле хăнара пулчĕç.

Библиотекарьсем хĕрачасемпе арçын ачасене ăшшăн кĕтсе илчĕç, кĕнекесен тĕнчине экскурсие йыхравларĕç. Ачасем кĕнекесене мĕнле йĕркепе вырнаçтарнипе интересленсе паллашрĕç. Вулав залĕнче уйрăм çÿлĕк çинче вырăн тупнă ача-пăча журналĕсем умĕнче вĕсем пуринчен ытла тытăнса тăчĕç, уçа-уçа пăхрĕç.

Библиотекăри пĕрремĕш экскурси хыççăн вĕренекенсенчен пурте пирĕн яланхи вулакансем пулса тăрасса шанатпăр.

О.ИЛЬИНА,

ача-пăча литературин пайĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика