Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрешÿ вăйланать

14 февраля 2015 г.

РФ Наркотĕрĕслев службин Чăваш енри управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Барсуков генерал-майор массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе тĕл пулнă, ведомствăн 2014 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.

Генерал-майор палăртнă тăрăх, республикăра наркологи лару-тăрăвĕ çивĕчлĕх кăларса тăратмасть, право хуралĕн органĕсем наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне куçран вĕçертмеççĕ. Пĕлтĕр диспансера наркологи учетне пĕрремĕш хут тăратнă çынсен шучĕ те чылай чакнă. Малтанхи çул 28-ăн пулнă-тăк, 2014 çулта – 21.

528 çынна (виçĕмçул – 444) пĕрремĕш хут профилактика учетне илнĕ. Çак кăтартусем лайăх енне улшăннин сăлтавĕ – наркотĕрĕслев органĕсене çĕнĕ ĕç шанса пани. Федерацин 313-ФЗ саккунĕпе килĕшÿллĕн йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен халĕ наркотиксемпе усă куракансене сипленме, реабилитаци тата ресоциализаци курсĕ тухма хистемешкĕн ирĕк пур.

Юлашки вăхăтра Интернетра наркотиксемпе çыхăннă информаци питĕ нумай. Çул çитменнисем вĕсене çăмăллăнах тупса вулама пултараççĕ.

Маларахри çулсенче республикăра дезоморфин наркоманийĕ анлă сарăлнăччĕ. Телее, ку инкекпе наркополицейскисем ăнăçлă кĕрешеççĕ иккен. Юлашки пилĕк çулта Чăваш Республикинчи право хуралĕн органĕсем наркопритонсем йĕркелекенсене тата тытса тăракансене тупса палăртса явап тыттарас тĕлĕшпе курăмлă ĕçленĕ. Асăннă тапхăрта 272 преступление уçса панă. Çак шутран Наркотĕрĕслев управленийĕн тÿпи – 74 процент е 202 преступлени.

– 2013 çултанпа дезоморфина асăрхаманпа пĕрех. Акă 2012 çулта çак наркотике 320 грамм туртса илнĕ, 2013 çулта – 1 грамм, пĕлтĕр – 0,024 грамм. Çак цифрăсем республикăра дезоморфин наркоманийĕ çухалса пынине кăтартаççĕ. Раççей Федерацийĕнче те ку енĕпе пĕтĕмĕшле лару-тăру лăпкă. Çулсерен наркопритонсен шучĕ чакса пырать, – палăртнă генерал-майор.

Управлени пуçлăхĕн сăмахĕсене Чăваш енĕн Сывлăх сыхлав министерствин кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Малтанхи çулсенчипе танлаштарсан республикăри аптека учрежденийĕсем кодеинлă препаратсене пилĕк хут сахалрах сутнă.

– Суд сакки çине 36 çынна ăсатрăмăр. Вĕсем наркотик сутса 6,4 млн тенкĕ тупăш илнине çирĕплетекен фактсене тупса палăртнă, 11 килограмм тĕрлĕ йышши синтетика наркотикне туртса илнĕ. Çапла майпа «наркомафие» 20 млн тенкĕ ытла «сăтăр» турăмăр, 40 пине яхăн доза «палăртнă вырăна» çитеймерĕ. Ку енĕпе малашне те тĕллевлĕн ĕçлĕпĕр, – пĕлтерчĕ Е.Барсуков.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика