14 февраля 2015 г.
Раççейри Граждан обществин аталанăвĕн фончĕ, политика, регионсен аталанăвĕн тата паянхи медиа енĕпе тĕпчевсем ирттерессипе ĕçлекенскер, федераци субъекчĕсен ертÿçисен тухăçлăх рейтингĕн саккăрмĕш кăларăмĕпе паллаштарнă.
Çак рейтинга «Общество шухăш-кăмăлĕ» фондăн «георейтинг» тĕпчевĕн, Федерацин патшалăх статистика службин материалĕсене тĕпе хурса регионти экономика лару-тăрăвĕн кăтартăвĕсене, «Наци мониторинг служби» пĕтĕмлетекен медиа-эффективлăх индексне, экспертсен хаклавĕсене тата ыттине шута илсе палăртаççĕ.
Кĕпĕрнаттăрсен рейтингне палăртнă чух 1-рен пуçласа 100 таран баллă хаклав шкалипе усă кураççĕ. 75 балран ытларах пухнă кĕпĕрнаттăрсене пĕрремĕш «питĕ пысăк рейтинг» ушкăна кĕртеççĕ, 75–65 балшăн – иккĕмĕш «пысăк рейтинг», 65 – 50 балшăн – виççĕмĕш «вăтам рейтинг», 50-ран сахалрах балшăн – тăваттăмĕш «вăтамминчен пĕчĕкрех рейтинг» ушкăнсене.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 66 балпа танлашакан кăтартупа виçĕ позици çĕкленсе иккĕмĕш «пысăк рейтинг» ушкăна кĕнĕ, 48–50 вырăнсене Алтай Республикин пуçлăхĕпе тата Тула облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕпе пайланă. Экспертсен шухăшĕпе – Михаил Игнатьев позицийĕ çирĕпленни вăл регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика лару-тăрăвĕн тăнăçлăхне çирĕплетме, çав шутра социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсем ÿсесрен сыхланса пурнăçлакан тĕрĕслев ĕçне вăйлатма хăйĕн тÿпине хывнипе çыхăннă.