Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аталанма майсем татах пур…

14 февраля 2015 г.

Аталанма майсем татах пур…

Районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетекен пĕрлехи лару каллех тухăçлă иртрĕ. Ун ĕçне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хутшăнчĕç.

Аталану кăтартăвĕсене хамăр хаçатра тĕплĕн панăччĕ, çавăнпа та вĕсене тепĕр хут çырса кăтартма кирлех мар пулĕ. Анчах та район администрацийĕн пуçлăхĕн Леонид Николаевăн тĕплĕ докладĕнчи хăш-пĕр самантсем районшăн «чирлĕ» ыйтусем пулнине палăртмасăр иртме çук. Çивĕччисенчен пĕри – район тĕп больницинче тухтăрсем тата вăтам медперсонал çитменни. Врачсен кăна 20 ваканси пушă. Иван Моторин ку енĕпе çамрăксене тĕллевлĕ вĕренме ярас программăна хутшăнтарма сĕнчĕ.

Чăннипех ĕçлес текеншĕн, паллах, ĕç яланах тупăнать. Леонид Николаев, ав, хăй сăмахĕнче ĕçпе тивĕçтерекен центр паян тĕрлĕ специальноçпе 260 ĕç вырăнĕ сĕннине пĕлтерчĕ. Ытларахăшĕ – рабочи профессийĕсем. Хуçалăхсене, предприятисене ĕçлекен çын тем пек кирлĕ вăхăтра хăшĕсем, вăйпиттисемех, урăх, урă мар пурнăç йĕркипе, кун кунлаççĕ. Çак сăлтавах тепĕр çивĕч ыйтăва хускатать. Районта çынсем вилнин пысăк пайĕ, 22 проценчĕ, тулашри сăлтавсемпе çыхăннă. Ку демографи лару-тăрăвне каялла туртакан кăтарту.

– Çакнашкал çынсене пирĕн ырă тĕслĕхпе сывă пурнăç йĕркипе туслаштармалла, ĕçлеме, тивĕçлĕ пурăнма хăнăхтармалла, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Поселокри нумай хваттерлĕ çуртсене пырса тăракан шыв пахалăхĕ пирки сăмах пуçарсан Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов пÿлсех ыйтрĕ: «Шыв чăннипех япăх-и?» Леонид Николаев шыв сечĕсене тасатнă-юсанă хыççăнхи анализсем вăл нормăна тивĕçтернине, анчах та оппозици халăха пăтратса суя хутсем пуçтарнине пĕлтерчĕ.

Районăн малашне пурнăçламалли пысăк тĕп ĕçсен шутĕнче çавăн пекех ача сачĕн строительстви те. Ĕçсем йывăртарах пыраççĕ пулин те ăна кăçал вĕçлемелле, палăртрĕ Иван Моторин. Ял хуçалăхĕнче аш-какай туса илессине, мăйракаллă шултра выльăх шутне ÿстермелле.

Иртнĕ çул хитре, капмар Пăр керменĕ хута кайрĕ, анчах та ăна тытса тăрассипе финансировани уçман. Юрий Попов халăхра «каток хупăнать» текен сас-хурана сивлесе республика бюджетне тÿрлетнĕ чухне укçа-тенкĕ пăхассине пĕлтерчĕ.

Чăваш Республикин Экономика министрĕн заместителĕ Инна Антонова района аталантармалли мелсем сĕнчĕ. Пĕчĕк предпринимательствăна аталантарассине уйрăмах тимлĕхе илме ыйтрĕ. Паян ку формăллă предприятисене патшалăх тĕрлĕ енчен пулăшать. Кредит проценчĕпе саплаштаракан, оборудовани туянма е модернизацилеме укçа-тенкĕ уйăракан программăсем ĕçлеççĕ. Ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем, промышленность предприятийĕсем валли çăмăллатнă кредитсем пăхнă.

Район пĕлтĕр уйрăм инвесторсене нумай явăçтарнă, инвестицисен калăпăшĕ икĕ хут ÿснĕ, пысăк проектсем пурнăçа кĕнĕ. Министр çумĕ çак ĕçе тата вăйлатмаллине палăртрĕ.

Çавăн пекех вăл пĕрремĕшле кирлĕ таварсен хакĕсем, вĕсем тăрук ÿссе каяссинчен «хÿтĕленмелли» мелсем çинчен каларĕ.

Чăваш ен Финанс министрĕн заместителĕ Светлана Иванова район бюджечĕн лару-тăрăвне республика, ытти районсен шайĕпе танлаштарчĕ. Кăçалхи çул çăмăлах килменнине кура районăн тупăш пайне ÿстерме тĕрлĕ мелсемпе усă курма сĕнчĕ. Чи пĕлтерĕшли – пурлăха регистрацилени, çĕр лаптăкĕсене ĕçе кĕртни. Çĕрне регистрацилемесĕр, торгисĕр усă курни бюджета тăкак кÿнине каларĕ.

Ырă кăтартăва сыхласа хăвармалла – пĕр çын пуçне тивекен харпăр хăй тупăшĕпе район республика кăтартăвĕнчен те иртет – 5,6 пин тенкĕ.

Ял хуçалăх çулталăкĕ çăмăл килмерĕ пулин те иртнĕ çул район чылай кăтартупа республикăра малти вырăнсене йышăнчĕ. Анчах та çанă тавăрса ĕçлемелĕх пур-ха – пĕлтĕр выльăх йышĕ чакнă, çĕрулми лаптăкне пĕчĕклетнĕ. Чăваш ен Ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Алексей Самаркин районăн ку ыйтусене тĕпе хумаллине асăрхаттарчĕ. Кĕске вăхăтлăх кредитсен, элита вăрлăх илнин тăкакĕсен пайне субсидилес программăсем малашне те ĕçлессине пĕлтерчĕ. Пысăк пахалăхлă тата пĕрремĕш сортлă сĕтшĕн те субсидисем уйăрĕç. Çĕнĕ пулăшу – çĕрулми лаптăкне кура укçа-тенкĕпе тивĕçтерни.

Çураки аякра мар. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне çителĕклĕ пăхнă, вĕсенчен 71 проценчĕ кондицие ларнă. Минераллă удобренисем илсе тухассипе район чи малта – 57,1 процент.

Сĕт хакĕ те калаçу пуçарчĕ. Паянхи тĕп задача – ун пахалăхне ÿстересси. Паллах, сĕт туса илекенсен культури те кирлĕ – шывпа хутăштарнă сĕтшĕн лайăх хак паракан çук. Пирĕн районта ку юр-вара пухассипе 20 предприяти ĕçлет. Сĕте халăхран паян вăтамран 19 тенкĕпе туянаççĕ.

Ял хуçалăхĕнчен аякка каймасăр залран хускатнă тепĕр ыйтăвăн та пĕлтерĕшĕ пысăк. Алексей Игнатьев фермера çамрăксене ĕçе явăçтарма юраманни пăшăрхантарать. «Ача паян ĕçлемест, ыран ăна ниепле те ĕçлеттереймĕн. Пирĕн малашнехи çинчен шухăшламалла. Çĕр ĕçĕнче кам тăрăшĕ? Ĕçлесе пурăнсан кăна малалла кайăпăр», – терĕ вăл ку енĕпе республикăра та пулин саккун йышăнма сĕнсе. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов саккунран иртме çуккине, анчах та ку ыйтăва депутатсен канашлăвне кĕртме пулнине каларĕ.

Ыйтусен шутĕнче çавăн пекех бассейн валли çĕр уйăрасси, Вăрнарта саккунсăр турттаракансем нумайланса кайни те пулчĕ.

Ларăва пĕтĕмлетсе Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн председателĕ Иван Моторин Вăрнар районĕ пĕтĕмĕшле сулмаклă аталаннине палăртрĕ. Анчах та тĕп ыйтусене – ача сачĕ туса пĕтерессине, Пăр катокĕнчи укçа-тенкĕ ыйтăвне татса парассине – тимлĕхре тытма ыйтрĕ. Кун йĕркинчен тухмалла мар тепĕр ыйту – çутçанталăк газĕшĕн пухăннă парăм. Çитес çул йывăрлăхсем сиксе ан тухчăр тесен «Межрегионгаз» умĕнче панă яваплăха пурнăçламаллах, терĕ вăл.

Вăрнар районĕ ĕçчен çынсемпе яланах пуян пулнă. Ларура кăтартуллă ĕçлекенсене чыслани те çакна çирĕплетет. Иван Моторинпа Леонид Николаев К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн пăру пăхаканне Галина Анисимована, аш-какай комбиначĕн ĕçченĕсене Галина Петровапа Рена Кошкинана «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Янгорчино» хуçалăхăн ĕçченне Александр Ракова «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ятсене тивĕçнипе саламларĕç. Чăваш ен Пуçлăхĕн стипендиачĕсем – Вăрнарти 2-мĕш шкулта вĕренекенсем Настя Капитоновапа Мальвина Митрофанова тата акăлчан чĕлхин учителĕ Ольга Физер, Кÿстÿмĕр шкулĕнчи физкультура учителĕ Александр Политов – ятарлă сертификатсене тивĕçрĕç.

Лару хыççăн Иван Моторин Вăрнарти 145 вырăнлăх ача сачĕн строительствипе паллашрĕ.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика