Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтра тĕрĕсленмелле

14 февраля 2015 г.

Раççейре çулсеренех кăкăр шыççиллĕ 54 пин хĕрарăма тупса палăртаççĕ. Ку кăтарту çулсеренех ÿсет. Сăлтавĕсем вара тĕрлĕрен: çакă миçе ача çуратнипе е ача пурнăçне вартах татнипе, гинекологи чирĕсем пуррипе, щит евĕрлĕ пар чирĕсемпе, сиенлĕ йăласемпе, тĕрĕс апат çименнипе, эмелсене йĕркесĕр ĕçнипе, тавралăх сиенĕн витĕмĕпе тата ыттипе çыхăннă. Тĕрĕслев даннăйĕсем тăрăх, кăкăр шыççиллĕ пациентсен 60 проценчĕ ку усал амака çĕнтерме пултарнă.

Чир паллисем. Палăртмалла, рак шыççи куçпа пăхсан та, хыпашласан та сиенсĕр шыçăран уйрăлса тăмасть. Унăн виçи те вăл мĕнле пулса кайнине ăнлантармасть. Çавăнпа та кăкăрта хытса ларнă вырăнсене асăрхасан-сиссен тÿрех специалистсем патне килмелле, тĕрĕслев витĕр тухмалла. УЗИ е маммографи тĕрĕслевĕсем вăхăтĕнче те пĕчĕк шыçăсене те тупнă тĕслĕхсем те пур. Кун пек чухне специалистсем хушма тĕрĕслевсене яраççĕ, шыçă сиенлĕ е сиенсĕррисене тĕпчесе сăнаса тăраççĕ.

Кăкăрти улшăнусен («мăкăльсен» тĕсĕсем).

Диффузиллĕ мастопати ытларах чухне менструаци циклĕн иккĕмĕш тапхăрĕнче гормон улшăнăвĕсене пула палăрать. Уйăх хушши умĕн сĕт парĕсем йывăрланаççĕ, ыратни, хытнă вырăнсем сисĕнеççĕ. Ачана çитернĕ чух кăкăрти «мăкăльсем» вара сĕт пĕтĕмпех тухса пĕтменрен сĕт çулĕсем питĕрĕннипе çыхăннă. Шыçă процесĕ (е мастит) пуçлансан температура хăпарма, ÿт хĕрелме пултарать, сĕт парĕсем ыратни те туйăнать.

Сĕт парĕсен кисти шĕвек пухăнакан пысăк мар хăвăл евĕр. Вăл тĕрлĕ виçеллĕ, яка пулать, ытларах чухне ыратмасть, пÿрнесем айĕнчех куçма пултарать.

Çу некрозĕ – сĕт парĕсен уйрăм чирĕ, çу клеткисем улшăнса пысăк мар çаврака шыçăсене куçни, хытса ыратма тытăнни. Сăлтавĕ нумай чухне – сĕт парĕсем çапнипе е урăхла аманни.

Сĕт парĕсен липоми çу тĕртĕмĕсенчен тăрать, кăкăра хыпашласа пăхсан йышлă тикĕс пĕчĕк мăкăльсем евĕр туйăнать.

Тромбофлебит (вена стенкисем шыçнипе пĕрле) сĕт парĕсем йывăрланнинчен сисĕнет. Анчах ку процесс сайра тĕл пулать, юн тымарĕсене сиплекен хирургпа канашламалла.

Сĕт парĕсен çулĕсем сарăлни (дуктэктази) сĕт çулĕсен патологилле улшăнăвĕ шутланать. Мастит тата сĕт парĕсен пуçĕсем çурăлнă чух пуçланать.

Сĕт парĕсен фиброаденоми – сиенсĕр «мăкăль», хăй çаврака е тăрăхла çаврака, хытă, кÿлепи аван палăрать.

Сĕт çулĕсенчи папиллома ытларах чухне сĕт парĕсем тавралла алла лекет, кăкăр пуçĕсенчен юнлă-хăмăр йăлмака тухма, рак чирне куçма пултарать.

+ак паллăсем кирек мĕнле ÿсĕмри хĕрарăма та уйрăмах сисчĕвлетмелле:

– кăкăрта тăкăскă, куçман тĕвĕ пурри;

– кăкăр пуçĕнчен юн тухни;

– кăкăр пуçĕ путса кĕни е палăрмаллах улшăнни;

– сĕт парĕсен ÿчĕ улшăнни;

– хул айĕнчи лимфа узелĕсем пысăкланни.

Апла пулин те сĕт парĕсен ракĕн тĕп палли – унăн тĕртĕмĕнче хытса ларнă вырăнсем («мăкăльсем») пурри. Çавăнпа та кăкăрсене пĕрмаях тĕрĕслеттермелле, тухтăрсем патĕнче пулмалла.

М.КАЛАЧЕВ,

Вăрнарти тĕп больницăн онкологĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика