14 февраля 2015 г.
Кăçалхи январьтен пуçласа визăсăр çĕршывсенчи мигрантсем Раççейри организаци-учрежденисенче ирĕк илмесĕрех ĕçлеме пултараççĕ, патент хатĕрлемелле кăна.
Çакă Раççей Президенчĕ В.Путин «Раççей Федерацийĕнчи ют çĕршыв гражданĕсен право положенийĕ çинчен» федераллă саккуна улшăнусем кĕртесси çинчен» саккуна алă пуснипе çыхăннă.
Ку саккунра хамăр çĕршывра ĕçлеме палăртакан мигрантăн мĕн тумаллине уççăн çырса кăтартнă. Йĕрки çакăн пек: Раççее килнĕренпе 30 кун иртиччен ют çĕршыв гражданинĕн миграци службинче патент хатĕрлесе пама ыйтса çырмалла. Çакăнпа пĕрлех унăн хăйĕн докуменчĕсене, миграци карттине (унта çĕршыва ĕçлеме килни çинчен паллă пулмалла), медицина полисне е медицина страхлавĕн килĕшĕвне, инфекци чирĕсем çукки çинчен справка, вырăс чĕлхипе историне тата саккунĕсене пĕлни пирки сертификат, учета тăнине çирĕплетекен документ тăратмалла. Патентăн ĕç вăхăчĕ – уйăхран пĕр çул таран, ăна тата çулталăклăх тăсма право пур. Анчах патента хатĕрлесе пама хирĕçлеме те пултараççĕ. Сăлтавĕсем, сăмахран, – ют çĕршыв гражданинне явап тыттарни, социаллă хăрушă чирсем пурри тата ытти те.
Чăваш енре патент хакĕ 3136 тенкĕ те 80 пуспа танлашать, пĕтĕм тÿлевсем республика бюджетне, регион аталанăвне каяççĕ.
Ю.ИЛЬИНА,
федераллă миграци службин Вăрнарти пункчĕн пуçлăхĕ.