Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул ячĕпе – тав çырăвĕ

14 февраля 2015 г.

Шкул ячĕпе – тав çырăвĕ

Вăл е ку шкула вĕренекенĕсем пирки ырă ят илтме мĕн тери кăмăллă пулĕ. Санарпуç шкулне акă çар чаçĕнчен ăшă сăмахсем килнĕ.

Ульяновск облаçĕнчи çар чаçĕн командирĕ П.Андрусенко алă пуснă çырура ку шкулта вĕреннĕ Эдуард Краснов çĕршыв умĕнчи тивĕçе çав тери чыслă пурнăçланине пĕлтернĕ. Каччă çар техникине ăса аван хывнă, практикăра пĕлсе усă курнă. Çарти тусĕсем хушшинче те, начальниксем умĕнче те хисепре, ырă ятра пулнă. «Сире Эдуард Александровича патриотизм туйăмĕпе воспитани панăшăн, Тăван çĕршыва юратма вĕрентнĕшĕн чĕререн тав тăватпăр», – тенĕ унта.

Çакнашкал тав çырăвĕ ашшĕпе амăшĕ, Александр Егоровичпа Галина Николаевна, ячĕпе те килнĕ.

Шкул коллективĕ Эдуард службăра çапла пуласси пирки иккĕленмен те. Вĕреннĕ вăхăтра вăл яланах сăпайлăхĕпе, уçă чунĕпе, спортпа туслă пулнипе палăрнă.

Кивьял Хапăс каччи çулталăк вĕçĕнче салтак аттине хывнă ĕнтĕ, халĕ Шупашкарта ĕçлет.

Шкул ячĕпе янă тав çырăвĕ вара çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас ĕçре аван пулăшать. Вĕрентекенсем çырăва классенче вуласа панă, ачасене Эдуард пекех хăюллă пулма, çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне пысăк кăмăлпа тăма суннă.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика