Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп пултăр вăрçă, килтĕр кĕтнĕ мир!

14 февраля 2015 г.

Тĕп пултăр вăрçă, килтĕр кĕтнĕ мир!

Хăçан   тăван çĕршывăмра – Украинăра – телей хĕвелĕ тухĕ-ши, тет Валерий Прокопьев

Кунран-кун ырă мар хыпар илтетпĕр: Украинăн кăнтăр-хĕвелтухăçĕнче халь те граждан вăрçи чарăнман, ирĕн-каçăн снаряд çурăлать, бомба сирпĕнет, ял-хула ишĕлет, мирлĕ пурнăçпа пурăнакансен юнĕ пĕр шелсĕр юхать... Раççейпе кÿршĕллĕ çĕршыври лару-тăрăва эпир ытларах чухне сенкер экранран пĕлетпĕр пулсан Чăваш ене Украинăри Енакиево хулинчен хÿтлĕх шыраса килнĕ, халĕ вăхăтлăха Вăрнар районĕнчи Мачамăшри тăванĕ патĕнче хăнара пурăнакан Валерий Прокопьев вара çак тискер ÿкерчĕке хăй куçĕпе курнă.

– Телевизорпа пĕтĕмпех кăтартаймастăн паллах. Украинăри чăн пурнăç вара тата хăрушăрах. Ентешĕмĕрсем мĕнле асапланни-тертленни пирки аса илсенех ăшăмра вут çунма пуçлать. Этем куççулĕ ахаль ÿкмĕ. Çакна хура ăш-чиклĕ политиксен асра тытасчĕ, – терĕ те   çамрăкăн куçĕсем хаярлăхпа тулчĕç. Пĕр вăхăт Украина каччи тарăн шухăша путрĕ. Хушăран кĕмĕл çÿçлĕ ветеран пекех ассăн-ассăн сывласа илчĕ. «Раççей, Чăваш Республикин ертÿçисене пире инкекре хăварманшăн пысăк тав. Эпир кунта хÿтлĕхре, – палăртрĕ вăл. – Çапах та тăван çĕршывăм çинчен кунĕн-çĕрĕн шухăшлатăп. Хăçан Украинăра телей хĕвелĕ тухĕ-ши?»

Валерий Прокопьевăн йăх-тымарĕсем Çĕрпÿ енчен. Ашшĕ – чăваш. Вăл Украина хĕрĕпе çемье çавăрса унтах тĕпленнĕ пулнă. Анчах та аварие лекнĕрен унăн кун-çулĕ вăхăтсăр татăлнă. Ашшĕ вилнĕ чух Валера пĕр çултан кăна иртнĕ пулнă. Инкек куçа курăнса килмест. Амăшĕн те ĕмĕрĕ вăрăм пулман. Йывăр чирленĕ пирки пурнăçĕ çамрăклах татăлнă. 12 çулта чух арçын ача хăр тăлăха тăрса юлнă. Аппăшĕпе иккĕшне кукамăшĕ пăхса çитĕнтернĕ.

Ватă çын мăнукĕсене Чăваш енри тăванĕсемпе хутшăнма чарман. Çитĕнсессĕн Валерий Мачамăшра пурăнакан мăнаккăшĕ Фаина Порфирьева тата Шупашкарти тетĕшĕ Вениамин Прокопьев патĕнче пĕрре мар хăналаннă. Унăн ашшĕпе пĕртăванĕсем те Украинăна çитсе курнă. Халĕ вара ку патшалăхра лăпкă мар. Украинăри пин-пин çын тĕнче тăрăх саланчĕ. Валера Прокопьевăн та ялан пурăннă вырăнтан – Украинăри Енакиево хулинчен – ирĕксĕртен кайма тивнĕ. Юрать, Чăваш çĕршывĕнче тăвансем пур. Кунта вăл çемье ăшшине тупрĕ. Валерий Прокопьев Шупашкарта тĕпленме шухăшлать. Вăл республикăри миграци службин органне Чăваш енре вăхăтлăх хÿтлĕх пама ыйтса кирлĕ документсем тăратнă ĕнтĕ. Мĕнпур çамрăк çын пекех йĕркеллĕ ĕç тупма тата ырă кăмăллă, сăпайлă хĕрпе çемье çавăрма ĕмĕтленет.

Е.Порфирьева.

  Редакцирен. Нарăсăн 11–12-мĕшĕсенче Минск хулинче Украинăри хирĕçтăрусене, юнлă çапăçусене чарас тĕллевпе Раççей, Франци, Германи, Украина ертÿçисем мирлĕ калаçусем ирттернĕ. Килĕшÿсем тăрăх çакă паллă: нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче 00.00 сехетрен тытăнса Украинăн кăнтăр-хĕвелтухăçĕнче вут-çулăм ялкăшма чарăнмалла. Эпир те мир ялавĕ вĕлкĕшме тытăнасса пĕтĕм чунтан шанатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика