11 февраля 2015 г.
Вăрнарти И.Н.Никифоров ячĕллĕ 1-мĕш шкулта Литература çулталăкне уçма тимлĕн, тĕплĕн хатĕрленнĕ. Кĕнеке выставкисем йĕркеленĕ, çав шутра К.В.Иванова халаллани те сумлă. Аслă поэтсемпе вĕсен чаплă сăввисене астутаракан картинăсем тупнă. Курав роликĕсем маçтăрланă.
Шкул коллективĕ уява кĕтсе тăни куçкĕрет: тĕл пулăва ертсе пыраканĕсен сăмахĕсене, мероприятие кура палăртнă тĕллевсене пурте ăса хывнăн тăнлаççĕ. Президент Указĕпе килĕшÿллĕн, литература Раççейре ăс-хакăл тĕревĕн никĕсĕнче хăйĕн вырăнне çирĕппĕн йышăнма тивĕçлĕ. Чăваш ен Пуçлăхĕн Указĕпе кăçал тата Константин Ивановăн 125 çулне чыслани Литература çулталăкĕн пĕлтерĕшне нумай хут ÿстерет. Шкул директорĕ Елена Ильинична Григорьева пĕлтернĕ тăрăх, ачасем писательсемпе тĕл пулса калаçĕç, пултарулăх урокĕсем, литература, музыка, поэзи каçĕсем, лекторисем, театр сценисем пулĕç.
Уява хутшăннă ачасем хăйсене чăн-чăн актерсем, артистсем пек кăтартрĕç. М.Ю.Лермонтов шăпи-кун-çулне сăнлама 9 «б» класс хĕрачисем фантазилле сценка-спектакль калăпланă. Поэт саманине, 19-мĕш ĕмĕрти Питĕрпура, çуллахи ăшă каçри улаха çитсе куртăмăр. Хайлав ытарайми лирикăлла шедевр пулса тухнă, çырса илнĕ-тĕк, унпа районти мĕнпур шкулта паллаштарма пулать. Çавăн пекех, А.С.Пушкина, «Нарспи» поэмăна, кĕнеке кун-çулне халалланă видеороликсене ытти шкулсенче те кăтартма пулать. 10 «Т» класрисем «Литература бульварĕпе» тухрĕç, классиксене ĕмĕрлĕх сăмахсемпе хаклама кашниех тĕп-тĕрĕс каларăш тупнă. Вика Сидорова тĕлĕнтерчĕ – Çеçпĕл сăввисене чаплă пĕлет. 5-мĕш «а» ташлама юратать...
Ачасене Совет Союзĕ тенĕ çĕршыв тĕнчере чи малта пыракан шкуллă тĕнчери чи нумай вулакан çĕршыв пулни çинчен асилтертĕм. Шел, кĕнеке вулассипе Раççей халь тĕнчери 42-мĕш вырăна анса ларчĕ. Малтисем – социализм çĕршывĕсем – Китай, Вьетнам, социаллă тăнăçлăхпа пурăнакан çĕршывсем – Сингапур, Кăнтăр Корея, Финлянди. Кунашкал статистика та пур: илемлĕ литература вулама кĕçĕн классенчи ачасен 17 проценчĕ кăна кăмăллать.
Президентсем тĕрĕс асăрхаттарчĕç: историпе ăс-хакăл пуянлăхне кĕнекесем тăрăх тĕрĕслесе алла илмесĕр тăнлă-пуçлă, культурăллă халăх пулаймастпăр. Классик (эппин, саманасем йышăннă çыравçă) – кирек хăшĕ те хăйне евĕрлĕ пулăмлă çын. Вырăс литератури, нумай нациллĕ совет литератури – пĕтĕм тĕнче вуласа хисеплекен тĕлĕнтермĕш. К.В.Иванов та – чăн-чăн тĕлĕнтермĕш: (поэт, куçаруçă, фотограф, художник, алĕç ăсти, вун çиччĕрен шăрантарнă вилĕмсĕр поэмине тĕнче пĕлет...).
Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне кура учительсене манăн совет литературин вăрçă тапхăрĕнчи паллăрах тĕслĕхсене тишкерме чĕнессĕм килет. Тĕнче вăрçине тÿссе калăпланнă пирĕн поэзи философиллĕ гуманизмăн тĕнче çÿллĕшĕнчи хăватлă шайĕнче тăрать. Кăçал Константин Симоновпа Сергей Смирновăн 100 çулхи юбилейĕсем. Хĕр-каччăран «Кĕт мана...» сăвăпа юрра кашниех пĕлет-ши? «Чĕррисемпе вилнисем» е «Брест крепоçĕ» эпопейăсене пирĕнтен хăшĕ вуланă-ши? Кăçалах Петр Ершовăн 200 çулĕ, апла «Конек-Горбунок» юмаха вуласа курмасăр пĕр ача та тăрса ан юлтăрччĕ. Малта – Алексей Толстойăн, Максим Горькин, Иван Тургеневăн юбилейĕсем. Литература çулталăкĕн ĕçне-хĕлне пуянлатмалли сăлтавсем пайтах.
М.ВАСИЛЬЕВ.