Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аталанас тĕллевпе

11 февраля 2015 г.

Пуçлакан фермерсене пулăшас тата çемье выльăх-чĕрлĕх фермисене аталантарас енĕпе ирттернĕ районти семинара ку тĕллевпе ĕçлес текенсем чылаййăн хутшăннă.

Ларăва уçнă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев çĕр ĕçĕ çăмăл маррине, çак çула суйласа илнĕ çын чăн-чăн патриот пулнине палăртнă. «Эпир ĕçлес текен фермерсене кăна мар, чăннипех те харпăр хăй хуçалăхне аталантаракансене, ĕçре хăйсен пултарулăхне кăтартакан, пурлăхпа техника базине пуянлатма укçа хывакансене пулăшма тата программăна кĕртме сĕнме хатĕр», – тенĕ вăл. Ырă тĕслĕхпе вăл Ершепуçĕнчи Алексей Фадеевăн тата Пăртасри Светлана Лукинан фермер хуçалăхĕсене илсе кăтартнă.

«Агро-Инновацисем» патшалăх предприятийĕн специалисчĕ кирлĕ сĕнÿсем панă, фермерсен ыйтăвĕсем çине хуравланă.

Вăрнарти ял консультаци центрĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал конкурса хутшăнма 12-ĕн кăмăл тунă. Программăна 2017 çулччен тăснă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика