11 февраля 2015 г.
Район прокуратури граждансем транспорт страхлавĕн килĕшĕвĕсем тунă чух хăйсен прависене пăсни пирки пĕлтернипе страхлав организацийĕнче тĕрĕслев ирттернĕ. Палăртнă тăрăх, Вăрнар поселокĕнчи страхлав пайĕ, «Росгосстрах» обществăн республикăри филиалĕн вырăнти подразделенийĕ, ĕç-хĕлĕн лицензипе пăхнă условисене пăснă.
Çапла страхлав пайĕн офис суту-илĕвĕн менеджерĕ ОСАГО полисĕсен бланкĕсем çуккипе сăлтавласа граждансемпе килĕшÿсем тума хирĕçлени пулнă. Е тата ОСАГО полисĕсене хушма тивĕçтерÿсемпе пĕрле (сăмахран, инкексенчен страхланипе пĕрле) кăна сутнă.
Аса илтеретпĕр, Вăрнарти страхлав пайĕн унчченхи пуçлăхне те çакнашкал çитменлĕхсемшĕнех виçĕ хутчен административлă явап тыттарнăччĕ.
Пĕлтĕрхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен ĕç-хĕле А.Тихонов ертсе пырать. ОСАГО страхованийĕн килĕшĕвĕсене тума хирĕçлени, хушма тивĕçтерÿсене ирĕксĕрлесе йышăнтарни граждансен прависене сĕмсĕррĕн пăсни шутланать. Çавна май район прокуратури А.Тихонов тĕлĕшпе те административлă ĕç пуçарнă. Мировой судья йышăнăвĕпе унăн 3000 тенкĕ штраф тÿлемелле.
Л.СПИРИДОНОВА,
Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ
юстици кĕçĕн советникĕ.