Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Вăрттăн» бухгалтерипе ĕçленĕ

11 февраля 2015 г.

Район прокуратури поселокри пĕр аптека учрежденийĕнче ĕç саккунĕсене мĕнле пăхăннине тишкернĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче организацин тăватă работник умĕнче ноябрьти ĕç укçи тĕлĕшпе 29916,16 тенкĕ парăм пулнă. Кунсăр пуçне, РФ ,ç кодексĕн 65, 66-мĕш статйисене пăсса, пĕр работник ĕç кĕнекисĕр вăй хунă. Ĕçлекенсене ĕçрен хăтарас йĕркене те организаци ертÿçи çирĕп пăхăнман.

Ытти пысăк çитменлĕхсем те тупăннă тĕрĕслев ирттернĕ май. Ку организацире, сăмахран, ĕç укçине килĕшÿре кăтартнинчен пысăкрах тÿленĕ, çав вăхăтрах «иккĕллĕ» бухгалтери (хуçалăх кĕнеки) уçнă.

Должноçе тата пĕлĕве кура (фармацевт, провизор, сутуçă-консультант) работниксене килĕшÿре кăтартнă окладсем çумне уйăхри тупăшран 4–5 процент чухлĕ хушса тÿленĕ. Аптека учрежденийĕ уйăхсерен «конвертпа» алăран тыттарнă пĕтĕмĕшле ĕç укçи виçи – 100000 тенкĕ енне. Ĕç тÿлевĕн вăрттăн схемипе усă курни, тĕрĕссипе, работникăн социаллă хÿтлĕхне чакарать: вăл больница листипе, ача кĕтекен тата çуратнă амăшĕсене, ĕç сыхлавĕ енĕпе паракан тата ытти тÿлевсене туллин тивĕçеймест.

Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх район прокуратури аптека учрежденийĕн директорĕ ячĕпе представлени çырнă, икĕ çынна дисциплинарлă явап тыттарнă, учреждение 30 пин тенкĕ штраф хунă.

Ĕç саккунĕсене пăсни çинчен информацие Пенси фондне тата федераллă налук службин 3-мĕш инспекцине ярса панă.

Л.СПИРИДОНОВА,

Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ

юстици кĕçĕн советникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика