11 февраля 2015 г.
Вырсарникун ирхине пушар хуралне Вăрманкасран пулăшу ыйтса шăнкăравланă. 8 сехет иртсен пĕр хуçалăхра мунча çунма пуçланă иккен. Кăмакаран тухса сарăлнă вут-çулăм самаях тăкак кÿнĕ – мунчана йăлтах юрăхсăра кăларнă. Пушар сăлтавĕ те яланхиллех пĕрешкел – кил хуçи кăмака хутнă чух асăрхануллă пулман.
Тĕрĕссипе, мунча пушар тухас тĕлĕшпе чи хăрушă вырăнсенчен пĕри. Çавăнпа та пушар хуралĕн ĕçченĕсем кил хуçисене тимлĕхе уйрăмах ÿстерме ыйтаççĕ. Кăçал кăна акă республикăра кăмакаран çулăм хыпса илнĕрен 35 çуртпа мунча çуннă, икĕ çын суранланнă. «Енчен те кăмакана специалистсем хуман-тăк, тĕтĕм çулĕсене вăхăтра тасатмаççĕ-тĕк е ытти правилăсене уяман-тăк, инкек кирек кама шар кăтартма пултарать. Хăрушсăрлăха тивĕçтересси тĕп вырăнта пулмалла», – асăрхаттараççĕ МЧС сотрудникĕсем.
И.ПЕТРОВА.