07 февраля 2015 г.
Чăваш Республикин прокуратури пĕлтĕрхи декабрь вĕçĕнче «Гарант – Кредит» потребительсен обществи ертÿçисем Виктор Соколовпа Минира Джасыбаева тĕлĕшпе айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ. Айăплав статйи – уйрăмах пысăк виçепе тунă ултавлă ĕç.
Уголовлă ĕçе ЧР Шалти ĕçсен министерствин следстви управленийĕн следстви пайĕ тишкернĕ. Тĕпчеве кĕнĕ материалсем 400 том ытла.
Следстви версийĕ тăрăх, 2002 – 2007 çулсенче Соколовпа Джасыбаева финанс пирамидине йĕркеленĕ. Экономикăн пысăк тупăшлă облаçĕсене инвестицилеме шантарса, вĕсен представителĕсем граждансенчен укçа йышăннă. Анчах çынсен тÿлевĕсене ертÿçĕсем хăйсемех тăкакланă.
Финанс пирамидине хутшăнса шар курнисем Чăваш енре кăна 2074 çын, тăкак калăпăшĕ – 159 миллион ытла тенкĕ. Çакăн евĕр ултавсемпе халĕ айăпланакансем Раççейĕн ытти субъекчĕсенче те палăрнă. Уголовлă ĕçе Шупашкарти Мускав район судне пăхса тухма ярса панă.
ЧР Прокуратурин уголовлă процесс тата оперативлă шырав ĕç-хĕлне асăрхаса тăракан пайĕ.