07 февраля 2015 г.
Хăй вăхăтĕнче Вăрнар тăрăхĕнчи конькипе чупакансем çĕршыв таран çĕкленме пултарнă. Николай Гамаюнов ку тĕсре СССР чемпионĕ пулнă, тĕнче класлă СССР спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ. 50-мĕш çулсенче Г.Алексеева, Ю.Войтенко, Г.Степанова, З.Назардинова Чăваш енри чи вăйлă спортсменсен йышĕнче пулнă.
Çак тапхăртан ку тĕсре урăх пысăк çитĕнÿсем тăваканах пулман. Анчах та халĕ, Вăрнарта Пăр катокне уçнă хыççăн, çапла тума пĕтĕм майсем ÿсрĕç. Пуçламăш кăтартусем пур ĕнтĕ – районти шкул ачисем хушшинче конькипе ăмăртса чупассипе «Пирĕн шанăç пăрĕ» турнир иртнĕ. Унта районти 13 шкулти 150 ытла вĕренекен тупăшнă.
Тăватă номинацире чи çивĕччисем çаксем пулнă: 1–2-мĕш классем хушшинче – Анна Игнатьева (Калинино) тата Дмитрий Иванов (1-мĕш шкул), 3–5-мĕш классенчен – Дарья Федорова (1-мĕш шкул) тата Виктор Павлов (2-мĕш шкул), 6–8-мĕш классенчен – Екатерина Лаврова (Ярмушка) тата Павел Кириллов (Пăртас), 9–11-мĕш классенчен – Ильзита Алексеева (Ярмушка) тата Филипп Почемкин (Хапăс).
Чăн та, Пăр катокĕ ĕçлеме пуçланăранпа кунта чун килениччен ярăнма май пуррипе пĕрлех тăтăшах тĕрлĕ ăмăртусем иртеççĕ. Нумаях пулмасть шкул ачисем Чăваш ен Пуçлăхĕн Кубокĕшĕн пыракан спартакиада йĕркипе хоккейла выляса та тупăшнăччĕ.
С.ЧИКМЯКОВА.